Шырав
Шырав ĕçĕ:
японцӑсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Японцӑсем Владивостока туртса илнӗ те ӗнтӗ, халь Ҫӗпӗрелле килеҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Анчах Ким пичче Баин-Цаганск ҫапӑҫӑвӗ ҫинчен калама пуҫласан, вӑйлӑ аллисемпе сӗтеле хӑвӑрт ҫӗклесе хӑй умне хӑяккӑн лартсан, ҫакӑ вӑл — юханшывӑн ҫӳллӗ ҫыранӗ, партӑсем ларакан ҫӗрте — пирӗн ҫар вырнаҫнӑ, кашни парта — танк, кунта пирӗн командовани вӑй пухать, ак кунтан, сӗтел хыҫӗнчен шыв хӗрринелле японцӑсем упаленсе килеҫҫӗ тесен (Ким пиччен пӳрнисем сӗтел хыҫӗнчен курӑнчӗҫ), — ытарайми кӑтартуллӑ каласа панине юратнипе хӑнан пур айӑпне те каҫарчӗ Светлана.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ким пиччӗшӗ ҫав тери интереслӗ каласа кӑтартма пӗлнӗ; вӑл каласа панӑ чух, итлекенсем Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнчи анлӑ хирсене, Япони пехоттин пӗчӗк салтакӗсем селӗппӗн «банзай» тесе тусем тӑрӑх чупнине тата шыв хӗрринче, уҫӑ ҫӗрте кӗтмен ҫӗртен пирӗн танксем хӑваласа ҫитсен, японцӑсем шапа пек шыва лаплатса ӳкнине кураҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Страницăсем:
- 1