Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑравсӑррӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна вӑл лере хӳтӗленекен боецсем янӑравсӑррӑн ҫухӑра-сухӑра янинчен, хушӑран карабинсемпе пенӗ сасӑсенчен ӑнланчӗ.

Он догадывался об этом по глухим отчаянным вскрикам, но редкой прерывистой стрельбе оборонявшихся.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӗкӗр умӗнче юбкине майланӑ май вӑл сасӑпах: «Ну, Григорий Пантелевич, асту!..» — терӗ те, сӑнӗ хӗрелнине туйса, шӑппӑн та янӑравсӑррӑн кулса ячӗ.

Оправляя перед зеркалом юбку, она вслух сказала: «Ну, Григорий Пантелевич, держись!..» — и, чувствуя, что краснеет, засмеялась тихим, приглушенным смехом.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Прохор пуҫне йӗнер ҫытарӗ ҫинчен ҫӗклерӗ, инҫетре тупӑ сасси янӑравсӑррӑн кӗмсӗртетсе кайнине илтрӗ.

Прохор приподнял от седельной подушки голову, услышал глухой и далекий раскат орудийного выстрела.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хуторти анкартисенче кашни хутрах минутлӑха та пулин ӗҫ чарӑнса тӑчӗ, хӗрарӑмсем шиклӗн сӑхсӑхрӗҫ, тӑванӗсене аса илсе, кӗлӗ сӑмахӗсене пӑшӑлтатнӑ май, хаш! та хаш! кулянса сывларӗҫ, унтан каллех вара йӗтемсем ҫинче чул хӑлтӑркӑчсем янӑравсӑррӑн хӑнтӑртатса кайрӗҫ, арҫын ачасем утсемпе вӑкӑрсене нулатса хӑваларӗҫ, веялкӑсем шӑлтӑртатрӗҫ, ӗҫ кунӗ каллех хӑйӗн еккине кӗчӗ.

На гумнах на минуту приостанавливалась работа, бабы крестились, тяжело вздыхали, вспоминая родных, шепча молитвы, а потом снова начинали глухо погромыхивать на токах каменные катки, понукали лошадей и быков мальчишки-погонычи, гремели веялки, трудовой день вступал в свои неотъемлемые права.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл ҫывхарса ҫитнӗ тӑвӑл шавӗнче янӑравсӑррӑн кӑшкӑрса янӑ вӑхӑтра унӑн сӑнӗ вилнӗ пек кӑвакарса кайнӑччӗ:

Лицо ее было смертельно бледно, когда она сквозь гул подступившей бури глухо крикнула:

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аслати янӑравсӑррӑн кӗмсӗртетсе илчӗ.

Глухо грохотал гром.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Санӑн хӑть ачусем пур, манӑн ав, — Аксиньйӑн сасси чӗтренсе илчӗ, янӑравсӑррӑн та хулӑннӑн илтӗнме пуҫларӗ, — пӗтӗм ҫут тӗнчипе те вӑл пӗртен пӗрре!

У тебя хоть дети есть, а он у меня, — голос Аксиньи дрогнул и стал глуше и ниже, — один на всем белом свете!

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫуллахи ҫул ҫинчен Гетман шляхӗ ҫине тухсан, Григорий тупӑ сассисем янӑравсӑррӑн кӗмсӗртетнине илтрӗ.

Глухой орудийный гул заслышал Григорий, выбравшись с летника на Гетманский шлях.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Таҫта лере, сенкер тӳпен вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑшӗнче, ҫил ачисем ахӑрашса ҫӳреҫҫӗ, хӗвелпе ҫуталакан сивӗ пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ, лашана та ӗҫке-ҫике юратнӑ хаваслӑ Сашка мучие тин кӑна йышӑннӑ ҫӗр ҫинче вара пурнӑҫ ҫав-ҫавах-ха хӑватлӑн вӗресе тӑрать: сад ҫумӗнчен пуҫланса каякан ҫеҫенхирӗн симӗс ытамӗнче, кивӗ итем карти ҫывӑхӗнчи хир кантӑрӗ хушшинче, путенесем шавлӑн ҫатӑлтатса ҫапӑҫни илтӗнсе тӑрать; унта тыркассем шӑхӑраҫҫӗ, тӗкӗлтурасем нӑрласа вӗҫеҫҫӗ, ҫил ачашласа ҫупӑрлакан курӑк пӑшӑлтатать, вӗлтӗртетсе юхакан ӑрша хумӗсем хушшинче тӑрисем юрлаҫҫӗ тата, этӗмӗн ҫутҫанталӑкри вӑй-хӑватне палӑртса тӑнӑ пек, таҫта инҫетри-инҫетри тип ҫырма тӑрӑх пулемет сасси тимлӗн, ҫилӗллӗн те янӑравсӑррӑн шӑтӑртатать.

Где-то там, в вышних беспредельных просторах, гуляли ветры, плыли осиянные солнцем холодные облака, а на земле, только что принявшей веселого лошадника и пьяницу деда Сашку, все так же яростно кипела жизнь: в степи, зеленым разливом подступившей к самому саду, в зарослях дикой конопли возле прясел старого гумна неумолчно звучала гремучая дробь перепелиного боя, свистели суслики, жужжали шмели, шелестела обласканная ветром трава, пели в струистом мареве жаворонки, и, утверждая в природе человеческое величие, где-то далеко-далеко по суходолу настойчиво, злобно и глухо стучал пулемет.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тупӑ сассисем, пӗр-пӗринпе пӗрлешсе кайса, ҫӗр айӗнчен пенӗ пек янӑравсӑррӑн кӗмсӗртетсе тӑраҫҫӗ.

Глухо, как под землей, громыхали сливавшиеся раскаты орудийных выстрелов.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шыв ӑйне пулнӑ улӑхсем тӑрӑх, ҫурхи ейӳ хупласа илеймен сӑрт ҫамкисемпе ҫырма сӑмсахӗсенче, урӑх енне вӗҫсе кӑйма хатӗрленсе, хуркайӑксем пӗр-пӗрне кикаклатса йыхӑрчӗҫ, юрату асӑхтарса янӑ кӑвакал аҫисем янӑравсӑррӑн хӑйӑлтатса хартлатрӗҫ.

По затопленным лугам, на грядинах и рынках незалитой земли перекликались, готовясь к отлету, гуси, в талах неумолчно шипели охваченные любовным экстазом селезни.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Рябчиковӑн хӗрарӑмӑнни пек чуна чӗпӗтсе ыраттаракан хурлӑхлӑ сассипе хутӑшса, Алешка Шамилӗн хулӑн сасси янӑравсӑррӑн чӳхенсе юхрӗ:

И, сливая с тенорком Рябчикова, по-бабьи трогательно жалующимся, свой глуховатый бас, Алешка Шамиль подтягивал:

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пыл хурчӗсем унтан илнӗ ҫӑвӑрсен пӗчӗкҫӗ кӳлеписене шӑтӑк хӗрринелле туртса тухаҫҫӗ, янӑравсӑррӑн сӗрлесе, вӗсемпе пӗрле ҫӗр ҫине вӗҫсе анаҫҫӗ.

Пчелы беспрестанно вытаскивали на лазок трупики детвы, слетали с ними, глухо жужжа.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Кам килет? — янӑравсӑррӑн ыйтрӗ хуралти казаксенчен пӗри.

— Кто идет? — негромко спросил один из караульных.

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пынӑ ҫӗртех винтовкине ҫурӑмӗ хыҫнелле ывӑтрӗ, анчах винтовка ҫакки каллех аялалла шуса анчӗ те, пӑшал кӳпчекӗ, фляга ҫумне ҫапӑнса, янӑравсӑррӑн хӗнтӗртетсе пычӗ.

На бегу он откидывал назад винтовку, но ремень сползал, и приклад глухо вызванивал по манерке.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Темӗн чухлӗ ут чӗрнисемпе пӑталаннӑ ҫӗр янӑравсӑррӑн ахлатса илчӗ.

Глухо охнула земля, распятая под множеством копыт.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чул каскасем айне пӑталаннӑ ҫӗр янӑравсӑррӑн кӗрлесе йынӑшса тӑнине пӗр шай ҫаврӑнаҫҫӗ Григорий пуҫӗнче нимӗн уҫҫи-хупписӗр шухӑшсем; вӑл ҫав тӑнлава лекмесӗрех ирте-ирте каякан шухӑш таткаланчӑкӗсене тытмашкӑн пикенет, анчах ниепле те тытаймасть.

Под глухой перегуд — стон распятой под каменными катками земли — думал Гришка неясные думки, пытался и не мог поймать увиливавшие от сознания скользкие шматочки мыслей.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех