Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах вырӑс ҫыннине, вӑл ӑс парса янисене аса илнипе хӑйне алла илме вӑй ҫитерсе, карма ҫӑварсем шавлама чарӑнасса кӗтсе илчӗ те, Касмухха юлашки сӑмахне каласа яма ӗлкӗриччен: — Халӑх, ытла та тӗлӗнмелле! Хӑвӑр мана уполномоченнӑй туса суда ятӑр, халь итлесшӗн те мар! — терӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микула кунта тухса килнӗ чухне ашшӗ астутарса янисене тата мӗн ӗҫпе килнине аса илчӗ те кӑмӑлне улӑштарчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗрре, Синюгин купца масар ҫине хӑйӗн асламӑш тӑпри патне пырсан асӑнмалӑх лартнӑ чул плита ҫинче кайӑксене илӗртме кантӑр вӑррисем сапса хунине тата кантӑра каркаласа янисене курсан, Тимкӑна ашшӗнчен хытах лекнӗччӗ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Носович илсе пынӑ приказсене, ытти штабсене ыйтса ҫырнӑ хутсене, вӗсемпе килӗшмесӗр каялла ҫырса янӑ хутсене, пӗтӗм приказсен копийӗсене, вӗсем ыйтса ҫырнисене, Царицынри ытти штабсем вӗсемпе килӗшмесӗр ҫырса янисене пурне те пӑхса тухса, Сталин вӑрҫӑра ҫакӑн пек канцелярлӑ системӑпа вӑрҫма питех те йывӑр пуласси ҫинчен кӑтартса панӑ.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Кутузов хӑйне Аустерлиц хыҫҫӑн, Рущук хыҫҫӑн епле хӑваласа янисене аса илнӗ.Кутузов помнил, как прогоняли его после Аустерлица, прогоняли после Рущука.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Февралӗн ҫиччӗмӗшӗнче манифест пичетлесе кӑларнӑ, вӑл манифест тӑрӑх, патшан «ырӑ кӑмӑлне пула», политика тӗлӗшӗнче» шанчӑксӑр ҫынсене, полици сӑнаса тӑраканнисене, (урӑхла каласан, импери вилӗм кӗтессисене судсӑр-мӗнсӗр хӑваласа янисене) Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫара ирӗклӗн кӗрсе, хӑйсен иртнӗ айӑпӗсене каҫарттарма ирӗк панӑ.
VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ленин вара патша Ҫӗпӗре ссылкӑна янисене чӗнсе пынӑ, анчах вӗсен аллисене сӑнчӑрланӑ пулнӑ.Тогда кликнул Ленин тех, которые в Сибирь сосланы, но у них руки были в кандалах.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Анчах та агрономӑн мӗн чухлӗ сводка, сведени, плансем, отчетсем ыйтса янисене хирӗҫ ответсем тата ахаль ним усӑсӑр хутсем мӗн чухлӗ ҫырма тивнине сахалӑшӗ пӗлеҫҫӗ.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Участокран хушса янисене аса илсен, вӑл Либерман патне кӗрсе тухма шутларӗ.Перебрав в памяти поручения с участка, она решила зайти к Либерману.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Анчах астӑвӑр: вӑл вырӑн ҫинчен сиксе ан тӑтӑр, тата эпӗ ҫыхса янисене вӗҫертсе ан пӑрахтӑр.
LVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Пӑлхав пуҫласа янисене Вайкато юханшывӗн анатри улӑхӗсенче ҫӗмӗрсе тӑкни ҫинчен хуйхӑллӑ хыпара пуҫласа вӑл килсе пӗлтерчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл турра хыта ӗненнӗ, туйӑмлӑ чӗреллӗ пулнӑ, тӗрлӗрен паллӑсене, юмӑҫ янисене, вӗрни-сурнисене, тӗлӗксене ӗненнӗ; турӑ ячӗпе ухмаха пенӗ ҫынсене, хӗртсуртсене, арҫурисене, инкеке пӗлтерекен паллӑсене, тухатланисене, халӑх имҫамӗсене, аслӑ кӗҫнерникун хатӗрленӗ тӑвар сиплӗхне, тӗнче часах пӗтессине ӗненнӗ; мӑнкунӑн каҫхи кӗллинче ҫуртасем сӳнмесен, хуратул лайӑх пулассине, этем куҫӗ курсан, кӑмпа ӳсме чарӑннине ӗненнӗ; шуйттан — шыв-шурлӑ ҫӗре юратнине, кашни еврейӑн кӑкӑрӗ ҫинче юлнӑ лапкӑм пуррине ӗненнӗ; шӑшисенчен, ҫӗленсенчен, шапасенчен, ҫерҫисенчен, сӗлӗхсенчен, аслатирен, сивӗ шывран, витӗр ҫилтен, лашасенчен, качака такисенчен, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсенчен, хура кушаксенчен хӑранӑ; шӑрчӑксемпе йытӑсене таса мар чӗрчунсем тесе шутланӑ; пӑру, кӑвакарчӑн какайӗ, рак, чӑкӑт, спарж, ҫӗр груши, мулкач какайӗ тата арбуз та ҫимен, мӗншӗн тесен каснӑ арбуз пуҫӗ ӑна Иоанн Предтечӑн пуҫне аса илтернӗ; устрицӑсем ҫинчен чӗтремесӗр калаҫайман, тутлӑ ҫиме юратнӑ, типӗ тытнӑ; талӑкра вунӑ сехет ҫывӑрнӑ, Василий Ивановичӑн пуҫӗ ыратсан, ҫывӑрма та пачах выртман; «Алексиспа» «Вӑрманти хӳшӗсем» ятлӑ кӗнекесемсӗр пуҫне пӗр кӗнеке те вуламан, ҫулталӑкра пӗрре е, нумай пулсан, икӗ ҫыру ҫырнӑ; хӑй аллипе нимӗн те тӗкӗнмен пулсан та, ирӗксӗртен кӑна хускалса ҫӳренӗ пулсан та, тӗрлӗ ҫимӗҫсем типӗтсе варенисем пӗҫерес ӗҫе аван пӗлнӗ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Пӗлет вӑл ҫаплах полкри, дамӑсем, уйрӑммӑнах йӑслӑ-пӑслӑ та хӑпартлануллӑ каҫсем тӗлне мӗнле те пулин ҫӗнеткелеме те тӳрлеткелеме тӑрӑшса, пӗртен-пӗр «чаплӑ» платйине темиҫешер ҫул тӑхӑннине, перчеткисене бензинпа тасата-тасата янисене.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Намӑс мар-и сана, ватӑ йытӑ, эсӗ, эпӗ хытарласа янисене пӑхӑнмасӑр, мана ывӑлӑм Петр Андреич ҫинчен пӗлтермерӗн.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӗсем ҫынсене пӗчӗк кӑлтӑксемшӗнех — алӑра икӗ пӳрне ҫитменшӗн, нервӑсем хавшама тытӑннӑшӑн е ура тупанӗ лаптак пулни палӑрнӑшӑнах авиацирен кӑларса янисене аса илчӗҫ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
34. Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тӑрӑшрӑм, анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр!
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тӑрӑшрӑм, анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр!
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Халӗ ӗнтӗ эпӗ Иерусалимра тунӑ усал ӗҫӗмсене, унти ылтӑн-кӗмӗл савӑтсене пуҫтарса тухнине, Иудейӑра пурӑнакансене ытахальтен пӗтермешкӗн ҫар янисене аса илетӗп.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑ кун уксаххисене пуҫтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа, салатса янисене Эпӗ йывӑрлӑх янипе хӗн-асап тӳснисемпе пӗрлештерӗп.
Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. «Канаш пух, мӗн тумаллине палӑрт: кӑнтӑр варринче, ҫӗрлехи пек, хӑвӑн сулхӑнупа витсе тӑр пире, хӑваласа янисене хӳтӗле, шуйханса ҫӳрекенсене тытса кайма ан пар. 4. Хӑваласа янӑ ҫыннӑмсем, моавсем, сан патӑнта пурӑнччӑр; вӗсене вӑрӑ-хурах тапӑнасран хӳтӗле: пусмӑрлакан пулмӗ, ҫаратассийӗ пӗтӗ, хӗсӗрлекенсем ҫӗр ҫинчен ҫухалӗҫ. 5. Хӗрхенӳллӗ пулсассӑн аслӑ пукан ҫирӗпленӗ, ун ҫинче, Давид чатӑрӗнче, чӑнлӑха шыракан, тӗрӗс сут тӑвакан тӳре ларӗ».
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1