Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янахӗнчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваҫук калаҫса тӑмарӗ, Власа кӗпи ҫухавинчен ҫатӑртаттарса тытрӗ те алӑк еннелле ҫурӑмпа ҫавӑрса тӑратрӗ, унтан мӗнпур ҫиллипе янахӗнчен чышкипе тӑрӑслаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Аслӑ прапорщик, эпӗ куҫа уҫнине курчӗ те, пӗшкӗнсе янаха тытса пӑхрӗ, унталла-кунталла хускатрӗ, Ҫӗрпӳ район каччине Миша Трофимова: «Маттур, Трофим, кирзачпа янахӗнчен виҫеллӗ тапрӑн. Ҫӑварӗ уҫӑлнӑ. Сывлать ҫын. Хытӑрах тапнӑ пулсан янах шӑммине хуҫма та пултарнӑ», — тесе ырларӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Унтан урса кайнӑ Стасика янахӗнчен ҫапса йӑвантарса ячӗ те килнӗ йӗрпех каялла ҫаврӑнса ярӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Алла лекнӗ хураха Йӑкӑнат янахӗнчен тӑнран тухмалла паклаттарать те пӳрт алӑкнелле ыткӑнать.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Уяр кунсенчен пӗринче, ҫамрӑк уйӑх чухне, вӑрттӑн калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, ачапа ӑнман арҫын нумай ачаллӑ ҫемье килне пырать, чӳрече янахӗнчен шаккать.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Думитру виҫесӗр хӗпӗртесе кайнӑ хӗрачана йӑтса илчӗ те ӑна тутинчен, питҫӑмартисенчен, янахӗнчен, хӑлхинчен ҫине-ҫинех чуп-турӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Харлаттарма чарӑн тесе янахӗнчен тӗртетӗн те — тӳрех тарӑхса каять, тӳшеке-минтере ҫӗклесе мунчана уттарать е кӳршӗри кинеми патне вӗҫтерет, — яланхи пекех янравлӑн кулчӗ Улькка.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вара вӑл хӑйне пӑвакана янахӗнчен тӗксе хӑй ҫинчен сирсе ярас терӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, класс алӑкӗ кӑри-и-ик уҫӑлчӗ — класа хӑйӑклата-хӑйӑклата, алӑк янахӗнчен тӳнк! такӑнса, кӗре сӑн-питлӗ, йӗрлӗ-йӗрлӗ хура костюм, теветкел хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ яклашка йӗкӗт кӗрсе тӑчӗ, йӑскӑн хура куҫӗсемпе пурне те алчӑравлӑн хыпашласа ҫаврӑнчӗ, вара пӗр пушӑ партта хушшине пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Апла пулсан — ак сана! — тесе, Ҫтаппана ҫавӑнтах янахӗнчен янклаттарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ Митьӑна та чӗркуҫҫи ҫине лартать ӗнтӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ, анчах апла пулмарӗ, пуп ӑна янахӗнчен ҫемҫен тытса пуҫне кӑлт ҫӳлелле ҫӗклерӗ те: — Что ты, Митенька… Мӗншӗн пӗлейместӗн-ха эсӗ? Ӗнер ҫеҫ, эпӗ сирӗн патӑрта чухне, священнӑй истори вуласа лараттӑн-ҫке, — терӗ ҫинҫешке сассипе.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сафа-Гирей вӗсен умӗн васкамасӑр утса иртрӗ, хӑш-пӗрисене янахӗнчен тытса хӑйӗн ҫине ирӗксӗр пӑхтарсах тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӳрече янахӗнчен шуса анса хӗр сад пахчине лекрӗ, стена патне чупса пычӗ те ун ҫумӗнчи кӳме ҫине тӑрса йывӑҫ тӑрӑх улӑхса кайрӗ.

Соскользнув с подоконника, девушка очутилась в саду и, подбежав к стене, поднялась на дерево по приставленной у стены тачке.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Унӑн ман ҫума пытаннӑ питне янахӗнчен ҫӗкленӗ май тата ачаннилле ҫак авӑкпа хам та пусӑрӑнчӑклӑн тата ҫепӗҫҫӗн хумханса ӳкнӗскер — Дэзин нӳрлӗ, теветкеллӗ куҫӗсенчен тинкеретӗп; хальхинче шӳтпе ирттерсе яма хевтем ҫитмест.

Подняв за подбородок ее упрямо прячущееся лицо, сам тягостно и нежно взволнованный этим детским порывом, я посмотрел в ее влажные, отчаянные глаза, и у меня не хватило духа отделаться шуткой.

XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ку карап манӑн мар; вӑл — Гез харпӑрлӑхӗ, чӑн та, манӑн шухӑшӑмпа, — ҫак самантра кӑранташне пӗтӗркелесе Браун унӑн пӗр вӗҫӗпе янахӗнчен перӗнчӗ, — Гез эпӗ сирӗн валли каюта уйӑрма ыйтнине хирӗҫлемест-тӗр, ҫапах та капитанпа хӑйӗнпе калаҫни аванрах.

Судно это не принадлежит мне; оно собственность Геза, и хотя он, как я думаю, — тут, повертев карандаш, Браун уставил его конец в подбородок, — не откажет мне в просьбе уступить вам каюту, вы все же сделали бы хорошо, потолковав с капитаном.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ирхине вӑрансан вӑл хӑй ӗнер мӗн ӑсласа кӑларнине аса илсе хаваслӑ кӗвӗ ӗнӗрлеме пуҫларӗ, хӑйне улталакан арӑмне янахӗнчен тытса пӑхрӗ.

Проснувшись утром и вспомнивши свою выдумку, он весело замурлыкал и даже потрогал неверную жену за подбородочек.

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Нина пӗр хушӑ пуҫне усса янахӗнчен сулахай аллипе тытса хуйха ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Исаев вӑранчӗ, алӑк янахӗнчен тытса, чӑлаххӑн пускаласа ҫенӗхелле кӗчӗ.

Исаев очнулся и, хватаясь рукой за косяк, нетвёрдо шагнул в сени.

Осиновка патӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Сасартӑк старик ҫӳҫенсе кайнӑ, унӑн урисем чӗтӗре пуҫланӑ, куҫӗсем мӑчлатнӑ, вӑл алӑк янахӗнчен тата хытӑрах ярса тытнӑ.

Вдруг он увядал, что крестный вздрогнул, ноги его затряслись, глаза учащенно замигали и руки вцепились в косяки.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Старик пуҫӗ Фоман янахӗнчен те аяларах пулнӑ.

Голова старичка была ниже подбородка Фомы.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех