Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӳлӗмре ура ҫинче тӑракан шурӑ кӗпеллӗ арҫын ача, янаххипе кӑшт ҫеҫ сӗрме купӑс хӗстерсе, хушӑран нота хутне уҫса хума ҫеҫ чарӑнкаласа, музыка шӑрантарать.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Вӑл алтупанӗсем ҫине янаххипе таянса, ӳпне тӑсӑлса выртнӑ.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ӑна кунта, шыв хӗррине, алӑк янаххипе пӗрлех илсе килнӗ.
XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Саша михӗсене ытамласа тытнӑ, ӳкесрен вӗсене янаххипе хӗстернӗ те тайкаланса таҫталла йӑтса пырать, вӑл та ӑшша пиҫнӗ, ывӑнса ҫитнӗ.Саша нес куда-то сложенные стопкой мешки, поддерживая их подбородком и шатаясь от жары и усталости.
20 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Хӗвел хӑйӗн янаххипе горизонт хӗррине тӗреннӗ те пӗтӗм йӑлтӑркка ҫаврашкипе тавралӑха хытӑ, куҫа йӑмӑхтармаллах ҫутатать, ӑшӑтать.
1 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Санин пуҫӗ чӳрече янаххипе шай пулчӗ; вӑл ирӗксӗрех чӳрече янаххи ҫумне ҫыпҫӑнса тӑчӗ, Джемма вара аллисемпе ун хулпуҫҫийӗсенчен ярса тытрӗ те, кӑкрипе ун пуҫӗ ҫумне лӑпчӑнчӗ.
XX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Панталеоне старик те, алӑк янаххи ҫумне таянса, янаххипе ҫӑварне шалпар галстука пытарса тӑраканскер, вӑл та пӗлекен ҫын пек питӗ тимлӗн те сумлӑн итлерӗ, вӑл та, ӑна хӗр питне хӑнӑхса ҫитме вӑхӑт пулнӑ пулсан та, хӗрӗн ытарма ҫук пит-куҫӗпе киленсе, хӗртен тӗлӗнсе тӑчӗ.
VI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Таня вӗсене Сергее пӗлтермесӗр чике-чике килчӗ, ҫӑварпа илме меллӗ пултӑр тесе, чӳрече янаххипе сӗтел ҫине майӗпен майлаштара-майлаштара хучӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Табак туртса янӑ хыҫҫӑн вӑл тутӑхса кайнӑ пӑтасене туртса кӑларчӗ, виҫӗ ҫӗршӗннӗ хӑмана хӑйпӑтса илчӗ, пуртӑ сӑмсине алӑк янаххипе алӑк хушшине чикрӗ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Варринчи ретре авӑ пӗр парта ҫине виҫҫӗн вырнаҫнӑ: «Власть Советов» колхоз председателӗ Иван Герасимович Родников, илемлӗ уссиллӗ шыҫмакрах арҫын, янаххипе алли ҫине таянса ытла тимлӗн итленипе унӑн ҫӑварӗ кӑшт уҫӑлса тӑрать; унпа юнашар — эпир тахҫанах паллакан Никита Никитич Андриянов, ҫут ҫамкаллӑскер, вӑл праҫникре тӑхӑнмалли хура костюмпа, хӑйӗн шывлӑрах куҫӗсемпе вӑл темле шурӑ йӗрсем ӳкернӗ туска ҫине пӑхать; унпа юнашар лараканни — «Волна революции» колхозри выльӑх-чӗрлӗх ӑстаҫи Матвей Кириллович Сотник; унӑн вӑрӑм куҫхаршийӗсем тарӑн куҫӗсем ҫинех усӑнса аннӑ, вӑл тетрадь ҫине темскер ҫинчен асаплансах ҫырать.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Янаххипе алли ҫине таянса, Кондратьев е кӑшт ҫеҫ палӑрмалла кула-кула илчӗ, е куҫне канлӗ хупса итлерӗ, е ыйту парса Алешӑна вулама чаркаларӗ…
XXVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Эх, Варюша, эпӗ ӑнланатӑп, ман хӗре ҫӑмӑл мар, — калаҫма пуҫларӗ Ольга Самойловна, янаххипе чавси ҫине таянса.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл хумханнипе темиҫе хут та янаххипе хулпуҫҫи ҫумне сӑтӑрма тытӑнса пӑхрӗ, анчах командованин хӑюллӑ та чее планӗ ҫинчен калаҫнине илтнипе хавхаланса, янахне пӑрса ҫеҫ илет.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах вӑл юриех кӑмӑллӑн кулма тӑрӑшни унӑн ҫамки кашкӑрӑнни майлӑ пулнипе тарӑнра ларакан салхуллӑ куҫӗпе, тӑваткал пысӑк янаххипе пачах килӗшсе тӑмасть, ҫавна курса Нагульнов йӑл кулса илчӗ, Разметнов, пуҫне сулла-сулла, ҫапла каларӗ:
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унта ҫитсен, кӗпи аркине ҫӗклерӗ, ӑна янаххипе кӑкри ҫумне хӗстерсе тытрӗ.А подойдя, заголил подол рубахи, прижал его подбородком к груди.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Туйине малалла илсе тӑрӑнтарчӗ, ун ҫине янаххипе те, аллисемпе те уртӑнса, пӗр утӑм, унтан тепӗр утӑм турӗ, каллех патаккине малалла илсе тӑрӑнтарчӗ те — каллех пӗр утӑм, тепӗр утӑм турӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Майлӑрах выртас тесе, вӑл янаххипе турат юппинчен уртӑнчӗ те урисене ҫӳлелле туртрӗ — малтан пӗрине, унтан теприне, хальхинче пӗтӗм кӗлетке йывӑрӑшне йӑтман ура-юр ӑшӗнчен ҫӑмӑллӑнах тухрӗҫ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1