Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗвел хӗлхемӗ выляса, ялтраса ҫӗкленнӗ чухне вӑрмантан мотоцикл вичкӗн кӗрлеттерсе тухрӗ, тусанлӑ ҫулпа хӗвеле хирӗҫ вирхӗнчӗ…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Хӗрлӗ пӗлӗт ҫути кӳлӗ пичӗ ҫине ӳкет те, шыв кӗрен тӗслӗн ялтраса курӑнать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Пуҫ тӳпинех кармашса хӑпарнӑ хӗвелӗ пӗрре, таса тӳпене ярр! ярӑнса тухсан, ӑшшӑн ҫуталса, ялтраса каять, тепре, «шур сухалсемпе» е «ҫам таткисемпе» «чапикла выляма» пуҫласан, хӗвӗшсе, хӑйӗн шуркам йӗс ҫавракипе халь-халь лап сӳнекен уҫӑ вучах пек тӗлкӗшкелет.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Вӑл ӳкнӗ вӑхӑтра питӗ вӑйлӑ ҫутӑ ялтраса кайнӑ, ҫав ҫутӑ Хӗвел ҫутине те хупланӑ.Свет при падении был так ярок, что на несколько секунд даже затмил солнечный свет.
Метеорсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Виктор хӑйӗн банкине хаяррӑн тапрӗ те, вӑл, комета пек, сывлӑшра ялтраса, урам леш енчи хӳмене пырса ҫапӑнчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вырӑнӗ-вырӑнӗпе ункӑ тӗсне ҫухатать, татӑлса каять, унтан, тӗрлӗ тӗспе ялтраса, ҫӗнӗрен сыпӑнать.Местами кольцо выцветало, совсем обрывалось, но затем снова смыкалось, мерцая многоцветными лучами.
Тавыль пурнӑҫӗнчи улшӑну // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑхӑт нумай иртрӗ, юлашкинчен ҫумӑр чарӑнчӗ, пӗлӗтсем ҫапах сирӗлсех пӗтмерӗҫ-ха, ҫиҫӗм те ҫиҫкелет: акӑ тепре ялтраса илчӗ те, эпир хамӑр умра темӗнле хура япала ишнине курах кайрӑмӑр, вара кимме хӑвӑртрах ҫавӑнталла пӑртӑмӑр.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Унӑн куҫӗсем ман куҫпа тӗл пулчӗҫ, сӑнӗ сасартӑк шур пир пек шурса кайрӗ, куҫӗсем темле ялтраса илчӗҫ, вара вӑл — куна та эпӗ ниепле те кӗтменччӗ — фортепиано айне кӗрсе кайрӗ те алӑк патне сирпӗнчӗ.
XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫулсем тикӗс, хӗвел ялтраса пӑхать, сывлӑш кӑкӑра уҫӑлтарать.
XXV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Сӗреке ҫийӗн пысӑк пулӑ ялтраса сикрӗ; пурте ахлатса ячӗҫ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
- 1