Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

явкаланса (тĕпĕ: явкалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем хушшинче хура тумлӑ манахсемпе манашкӑсем явкаланса ҫӳреҫҫӗ, мӑнастирь е часовня валли укҫа пухаҫҫӗ, ҫветтуйсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе, хӗрессемпе суту-илӳ тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ тата, эсрел ҫури, ҫав ханттарпа мӗн явкаланса ҫӳретӗн?

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Сӑнасарах пӑхсан йӑмрасен тураттисем ҫинче явкаланса ӳсекен хӑмлана асӑрхама пулать.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эсӗ те ун таврах явкаланса ҫӳреттӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ара, Ҫтаппан пӗрмай Нинук ҫумӗнче явкаланса ҫӳрет мар-и.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл час-часах явкаланса ӳсекен курӑк сырса илнӗ ҫӑра чӑтлӑх ӑшӗнче ларать.

Она располагается часто среди густого высокого кустарника, опутанного вьющимися растениями.

Негр ялӗнчи кун // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ялан ун ҫумӗнче явкаланса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ӗнтӗ эпӗ те халӗ ҫывӑх тус пулса тӑтӑм уншӑн — асӑрхасанах мана хирӗҫ вӗҫтерсе килет, ура вӗҫӗнче явкаланса ачашланать, чӗвен тарса, ташланӑ чухнехи пек сиккелет, кӗлеткине авкалать, пуҫне пӑркалать, куҫран кӗрсе каяс пек пӑхать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл ҫӳллӗ ӑвӑс тавра явкаланса вӗҫекен чакак ҫине пӑхма хӑтланса пуҫне каялла чалӑштарчӗ те палламан арҫынтан шикленсе амӑшне кӗрӗк ҫаннинчен ҫавӑрса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Йӗс ҫункавӗ сирпӗнмест, вӑл шӑрҫа ярӑмӗ пек явкаланса тухать.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл, камне-мӗнне астумасӑр, ҫывӑхарах явкаланса тӑракан улшуҫне ярса тытрӗ те хӑй ҫумне карт! туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ялан картишӗнче явкаланса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑп ҫав самантра, кайӑк хурсене хӑратма ҫӗршер тупӑран пӗр харӑс персе янӑ пек, таврара ҫӗр кисренчӗ, ҫӳлелле тем ҫӳллӗш тӗтӗмпе ҫулӑм явкаланса хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗлен евӗрлӗ явкаланса лӗкӗ ӑшне йӑшт та йӑшт кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Касак Ваҫҫи те старостӑпа пӗрлех явкаланса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лампа йӗри-тавра тин ҫеҫ чӗрӗлнӗ пысӑк симӗс шӑна явкаланса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун тавра ялан Нухай мӑрсисем явкаланса ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Князь, улан, эмир ывӑлӗсем ун тавра явкаланса ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сидипе Апай оглансем ялан ҫавӑнта явкаланса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл пӗвӗпе амӑшӗнчен нумай ҫӳллӗрех, хулран та амӑшӗнчен сарлакарах-тӑр, анчах ылтӑн евӗр сарӑ тӗксӗм ҫӳҫӗ вара амӑшӗнни пекех юри кӑтралатнӑн явкаланса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех