Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

экзамена (тĕпĕ: экзамен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алюш ҫавӑнтах тавҫӑрчӗ: экзамена хатӗрленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Вырӑс чӗлхипе тата литературипе экзамена А.П. Цветков йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Студент пурнӑҫӗ ҫинчен аса илнисем // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... sa-ilnisem

Врачсем операци тӑвасшӑнччӗ, анчах эпӗ, экзамена хатӗрленме чӑрмантарӗ тесе, килӗшмерӗм…

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Экзамена хатӗрленетӗп.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫутӑ костюм тӑхӑннӑ ҫын манӑн экзамена кӗме ирӗк паракан документа малтан чӗнмесӗр пӑхрӗ те унтан тӑруках: «Итле-ха, эсӗ кунта йӑнӑшпа килнӗ. Пӑх-ха документна тимлӗрех. Унта экзамен ӑҫта пулни паллӑ. Адресне те кӑтартнӑ. Ак ҫак вырӑнта ҫырнӑ, куратӑн-и?» — тет тӗллесе кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

— Эпӗ те экзамена килтӗм, — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Малараххисенче аван паллӑсемех илнӗ, тепӗр утӑм ҫеҫ тумалла тесе шутласа сумкӑна кирлӗ ручкӑсем тата экзамена илсе кӗме юранӑ ытти ӑпӑр-тапӑра хутӑм, тумтире хатӗрлерӗм, будильнике ирхине ултӑ сехетре шӑнкӑравласа ятӑр тесе лартрӑм та кӑнтӑр иртсенех ҫывӑрма выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

— ЕГЭ тӑватӑ экзамена та «питӗ лайӑх» паллӑсене патӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗл пирӗннисене! // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/news/v-rent/2023-07-0 ... ne-3325142

Экзамена хатӗрленме изложени тексчӗсен аудиофайлӗсене ӑҫта тупма пулать?

Куҫарса пулӑш

Шкул ачисем валли «Республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле хатӗрленмелле?» вебинар иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/03/25/s ... zamenne-mn

Чӑваш чӗлхипе экзамена хатӗрленме пулӑшакан Интернет ресурсемпе хӑш сайтра паллашма пулать?

Куҫарса пулӑш

Шкул ачисем валли «Республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле хатӗрленмелле?» вебинар иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/03/25/s ... zamenne-mn

Те чӑнах пире ача-пӑча айванлӑхӗпе харсӑрлӑхӗ, шӑм-шакри, ал-урари мускулсене вӑратса, выляттарса ярса, хӑйсен вӗресе-палкаса тӑракан авӑрне ҫавӑрса-пӗтӗрсе кӗртсе янӑ, те кун йышши ӳт-пӳ хусканӑвӗ ыранхи экзамена кирлӗ пуҫри пӗлӳсене, чун-чӗре хумханӑвӗсене-пӑлханӑвӗсене вӑхӑтлӑха катертсе манӑҫа хӑвармалли мел пулнӑ, кам пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Тепӗр кунне ирхине (хӑй сӗткенӗпе самаях кӳпчесе вӑй илнӗ чӗрӗ тӗнче тӑп; ҫулҫӑсен пӑшӑл-пӑшӑлӗ илтӗнмест; вӗсем тата тӗллӗн-тӗллӗн курӑксем ҫинче типсех ҫитеймен сывлӑм симӗссӗн-хӗрхӗлтемӗн ялтӑрать; кайӑк-кӗшӗк ҫутҫанталӑк ырлӑхӗпе сапӑрланни те палӑрмасть; кӗвӗлнӗ турӑх тӗслӗ шӗвеке пӗлӗтсем ҫӗр каҫа ҫӗр ҫинех «йӑшса йӑтӑнма» ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа йывӑҫ, курӑк шӑршиллӗ сывлӑш нӳрӗ, йывӑр; катаран, Атӑл ҫинчен сулхӑн варкӑш туртӑнкалать; хулана тирпейлесе илемлетекенсен, ӗҫлеме иплӗ тумланнӑскерсен, ушкӑнӗ ҫӑка вуллисене пурӑ (е акшар?) шӗвекӗпе шуратать), пӗрремӗш экзамена ҫула тухса, вӗсем, Альберт палӑртнӑ автобус-троллейбуссем чарӑнмалли хӳшӗ умӗнче тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Мӗншӗн экзамена килеймерӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн ман куҫ умне экзамена юлсарах ҫитнӗ ҫамрӑк экзамен тӑршшӗпех ыттисен ҫурӑмӗсен хыҫне чӗрӗп пек пуҫтарӑнса, пытанса, куҫӗсене вӑрӑлла чӑл-чал ывӑткаласа е аялалла тартса ларни тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Экзамена ҫапла тӗплӗн хатӗрленнӗ пулинех? —

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хӑйсен «пиҫсе тухнӑ кукӑлӗсене» — кондицие лартнӑ сочиненийӗсене — пире парса хӑварса, экзамен тытакансем перин хыҫҫӑн тепри класран тухса кайрӗҫ, анчах эпир, экзамен тыттаракансем, Бодров Аркадие ҫаплах экзамена кӗтсе илеймерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Анчах вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленес умӗн мана та вӑтам шкул пӗтерекенсен (вун пӗрмӗш класс) пӗлӗвне тӗрӗслекен пӗрремӗш экзамена — сочинение — йӗркелесе ирттерекен комиссие кӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Заявлени ҫыртӑр, документсем патӑр, экзамена хатӗрлентӗр, кӗрет, — сӗнетӗп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

Тӑххӑрмӗшсемшӗн ку тапхӑр маларах пуҫланнӑ ӗнтӗ, вунпӗрмӗшсем пӗрремӗш экзамена виҫӗмкун тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Малалла! Ҫитӗнӳсем патне! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10762-ma ... -sem-patne

Пӗлтерӗшлӗ канашлӑва е экзамена тӗплӗн хатӗрленме тивӗ.

Вам придется тщательно готовиться к важному совещанию или экзамену.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех