Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытамлашса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак ӗнтӗ вӗсем, хӗрарӑмпа арҫын мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн ытамлашса, тӑвӑллӑ тинӗ хумӗ ҫинчи юрӑхсӑра тухнӑ кимӗ Пек сулӑнкаласа, тӑппи-таппи, тӗкӗр-тӗкӗр пускаласа, алӑк патнелле сӗтӗрӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Куҫӗ тӗтреленсе килчӗ, шыв кукрине тухса, йӳлекеленчӗ, пӳлӗмри япаласем пурте харӑсах хускалса кайрӗҫ; чӳречепе сӗтел, ытамлашса, ярӑна-ярӑна, ҫаврӑм хыҫҫӑн ҫаврӑм туса, вальс илтереҫҫӗ; пуканпа шкап та пӗр-пӗринпе тута туса, сас-чӳ кӑлармасӑр карусель ҫаврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ытти пӗрхӗмсемпе тӑванла ытамлашса, чӑмӑртанса, хӑй виҫине тулса хӑпарса, хӑйне кукӑр-макӑр ҫул хывса, пӗрре сике-сике, тепре васкамасӑр, йӑрӑлтатса, ярӑмласа юхса анать вӑл дебаркадер кӑшкарӗ тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Давенанта асӑрхасан хӗрсем чарӑнса тӑчӗҫ, унтан ӑна шухӑшлӑн пуҫ тайса, тачӑ-ҫӑтӑ уйрӑлми ытамлашса каялла чакса тухрӗҫ.

Заметив Давенанта, девушки остановились и, задумчиво кивая ему, вышли, пятясь, в том же нераздельном положении тесного объятия.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех