Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ылхан сăмах пирĕн базăра пур.
ылхан (тĕпĕ: ылхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
19. Вара священник арӑма тупалӗ те калӗ ӑна: санпа никам та ҫывӑрман пулсассӑн, эсӗ ирсӗрленмен, хӑвӑн упӑшкуна улталаман пулсассӑн, ҫакӑ ылхан кӳрекен йӳҫӗ шывран сиен курмӑн; 20. анчах эсӗ хӑвӑн упӑшкуна улталаса ирсӗрленнӗ пулсассӑн, хӑвӑн упӑшкусӑр пуҫне санпа кам та пулин ҫывӑрнӑ пулсассӑн, тетӗр те священник 21. арӑма ылхан тупи каласа тупалатӑр, священник арӑма ҫапла калатӑр: Ҫӳлхуҫа сана ылханлӑ тутӑр, ху халӑхун ылханӗ айне хӑвартӑр, Ҫӳлхуҫа санӑн варна типӗтсе ларттӑр, хырӑмна шыҫӑнтарса ятӑр; 22. [санӑн] хырӑмна шыҫӑнтарса яма, [санӑн] варна типӗтсе лартма ҫакӑ ылхан кӳрекен шыв санӑн ӑшна-чиккӳне кӗрсе кайтӑр, тейӗ.

19. И заклянет ее священник и скажет жене: если никто не переспал с тобою, и ты не осквернилась и не изменила мужу своему, то невредима будешь от сей горькой воды, наводящей проклятие; 20. но если ты изменила мужу твоему и осквернилась, и если кто переспал с тобою кроме мужа твоего, - 21. тогда священник пусть заклянет жену клятвою проклятия и скажет священник жене: да предаст тебя Господь проклятию и клятве в народе твоем, и да соделает Господь лоно твое опавшим и живот твой опухшим; 22. и да пройдет вода сия, наводящая проклятие, во внутренность твою, чтобы опух живот [твой] и опало лоно [твое].

Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Чи витӗмлӗреххи ак ҫакӑ пулать: Марья Алексевнӑпа Павел Константинычӑн хӑйсен сӑмахӗнчен тухнӑ хӗрне тата Лопухова, хураха, ылханни ҫинчен, ҫав ылхан пурпӗрех ҫитесси ҫинчен пӗлтермелле, — ашшӗ-амӑшӗ ылханнӑ ҫынсен ӳтне ҫӗр те йышӑнмасть, ку паллӑ ӗнтӗ.

Самый патетический состоял в том, чтобы торжественно провозгласить устами своими и Павла Константиныча родительское проклятие ослушной дочери и ему, разбойнику, с объяснением, что оно сильно, — даже земля, как известно, не принимает праха проклятых родителями.

XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

1. Ҫапла ӗнтӗ, священниксем, ҫак ӳкӗт сирӗн валли: 2. эхер те эсир итлеместӗр пулсан, Манӑн ятӑма мухтассине чӗрӗр патне илместӗр пулсан, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сирӗн ҫине ылхан ярӑп, сирӗн пиллӗхӗрсене ылханӑп, ылханатӑп та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эсир ҫакна чӗререн тӑвасшӑн мар.

1. Итак для вас, священники, эта заповедь: 2. если вы не послушаетесь и если не примете к сердцу, чтобы воздавать славу имени Моему, говорит Господь Саваоф, то Я пошлю на вас проклятие и прокляну ваши благословения, и уже проклинаю, потому что вы не хотите приложить к тому сердца.

Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вӑл мана каларӗ: ку вӑл пӗтӗм ҫӗр пичӗ ҫине янӑ ылхан; унӑн пӗр енне вӑрлакан ҫынсене ылханса ҫырнӑ, тепӗр енне улталаса тупа тӑвакансене ылханса ҫырнӑ.

3. Он сказал мне: это проклятие, исходящее на лице всей земли; ибо всякий, кто крадет, будет истреблен, как написано на одной стороне, и всякий, клянущийся ложно, истреблен будет, как написано на другой стороне.

Зах 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вӑл Евфрат шывӗ хӗрринчи Пефор текен вырӑна, хӑй халӑхӗн ывӑлӗсен ҫӗрӗнче пурӑнакан Валаам патне, Веор ывӑлӗ патне, элчӗсем янӑ, ӑна чӗнме тата ҫапла калама хушнӑ: акӑ Египетран халӑх тухса килчӗ, пӗтӗм ҫӗре хупласа илчӗ, халӗ вӑл манпа кӳршӗллӗ пурӑнать; 6. кунта килсе ҫак халӑха ылхансам, мӗншӗн тесессӗн вӑл манран вӑйлӑрах: тен, ун чухне эпӗ ӑна пӗтерме, кунтан хӑваласа яма вӑй ҫитерӗп; эсӗ пилленӗ ҫын пиллӗхлӗ пулать, эсӗ ылханнӑ ҫынна ылхан ҫитет — эпӗ ҫакна пӗлетӗп.

5. И послал он послов к Валааму, сыну Веорову, в Пефор, который на реке Евфрате, в земле сынов народа его, чтобы позвать его и сказать: вот, народ вышел из Египта и покрыл лице земли, и живет он подле меня; 6. итак приди, прокляни мне народ сей, ибо он сильнее меня: может быть, я тогда буду в состоянии поразить его и выгнать его из земли; я знаю, что кого ты благословишь, тот благословен, и кого ты проклянешь, тот проклят.

Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Ылхан, ылхан!

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ан ылхан, ан ылхан!

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Эсӗ те пулин ывӑл мар-ҫке… Кам тавӑрӗ пирӗншӗн?.. Кам? Кам?.. Ылхан ҫав Хунчар йӑхне! Пӗтӗм йӑхне!.. Ылхан…» — тенӗччӗ ватӑскер вилес умӗн.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ылхан ҫиттӗр Гитлере, Ылхав пултӑр нимӗҫе, Ылхан ҫиттӗр ҫӗр ҫинчи Мӗнпур усал-тӗселе!

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ылхан сана, анне, ҫавӑншӑн, ҫӗр чӑтайми ылхан.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

10. Ҫӳлхуҫа ӗҫне тимсӗр тӑвакана ылхан ҫитӗ, Унӑн хӗҫне юнпа пӗвенесрен чаракана ылхан ҫитӗ!

10. Проклят, кто дело Господне делает небрежно, и проклят, кто удерживает меч Его от крови!

Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлемесессӗн, эпӗ паян хӑвна ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пӗтӗм ӳкӗтне, Унӑн пӗтӗм йӗркине — туса тӑма тӑрӑшмастӑн пулсассӑн, сана ҫак пӗтӗм ылхан ҫитӗ, ылхан айне пулӑн.

15. Если же не будешь слушать гласа Господа Бога твоего и не будешь стараться исполнять все заповеди Его и постановления Его, которые я заповедую тебе сегодня, то придут на тебя все проклятия сии и постигнут тебя.

Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Акӑ паян эпӗ сире пиллӗхпе ылхан сӗнетӗп: 27. Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑр Туррӑн, ӳкӗчӗсене — паян сире вӗрентсе калас ӳкӗтсене — итлесе пурӑнсассӑн, сире пиллӗх пулӗ, 28. Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑр Туррӑн, ӳкӗчӗсене итлемесессӗн, эпӗ сире паян пӗлтерекен ҫултан пӑрӑнса хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайсассӑн, сире ылхан ҫитӗ.

26. Вот, я предлагаю вам сегодня благословение и проклятие: 27. благословение, если послушаете заповедей Господа, Бога вашего, которые я заповедую вам сегодня, 28. а проклятие, если не послушаете заповедей Господа, Бога вашего, и уклонитесь от пути, который заповедую вам сегодня, и пойдете вслед богов иных, которых вы не знаете.

Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Валак вара Валаама: эсӗ ӑна ылханма та ан ылхан, пиллеме те ан пилле, тенӗ.

25. И сказал Валак Валааму: ни клясть не кляни его, ни благословлять не благословляй его.

Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Тупаласа каланӑ ҫак сӑмахсене священник хут чӗркемӗ ҫине ҫырса, йӳҫӗ шыв ҫине ҫуса ярӗ; 24. унтан ылхан кӳрекен ҫав йӳҫӗ шыва арӑма ӗҫтерӗ, вара ылхан кӳрекен шыв арӑма сиен кӳме унӑн ӑшне-чиккине кӗрсе кайӗ.

23. И напишет священник заклинания сии на свитке, и смоет их в горькую воду; 24. и даст жене выпить горькую воду, наводящую проклятие, и войдет в нее вода, наводящая проклятие, ко вреду ее.

Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ан ҫиллен, ан ылхан мана…

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑван ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫырнӑ «Тӑшман ӑмсаннӑ пӗрре мар», «Ылхан» тата ытти сӑввисенче поэт-патриотӑн мӑнаҫлӑ сассине илтетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Ылхан юлашки!

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куҫӗнче — ӳпкев, тархаслу, ылхан сӑмахӗ упранатчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иннокентий ку шухӑша урӑхла, «ылхан ҫиме маннӑ ют йӑхсене» е тата та усалрах сӑмахпа каланӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех