Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

щельсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Час-часах шыв тулса ларнӑ ишӗлчӗк щельсем, арканчӑк хӳшӗсемпе лаша тӑратмалли вырӑнсем тӗл пулкалаҫҫӗ, лупашкасенчи кӗл ҫинче вутпуҫҫисем…

Часто встречались полузаваленные щели, наполненные водой, разломанные шалаши и стойла для коней, ямы с головешками и золой…

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӗрремӗш рота Яхнон пӗчӗк ушкӑнӗ хыҫҫӑн траншея урлӑ каҫса кайрӗ те, сӑрт тӳпинчен иртсе, васкасах хӗвелтухӑҫ еннелле анма пуҫларӗ, — кунта та, ӑҫта пӑхнӑ унтах, ҫӳремелли ҫулсем, бомбӑсенчен пытанмалли щельсем алтса тултарнӑ.

Первая рота, вслед за небольшой группой Яхно, пересекла траншею, перевалила гребень высоты и поспешно начала спускаться по ее восточному склону, где тоже всюду были нарыты ходы сообщения, щели для укрытия от бомбежки.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Сапёрсем кунта ҫӗрӗпех щельсем алтнӑ, блиндажсем тунӑ.

Всю ночь саперы рыли здесь щели и делали блиндажи.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех