Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗн тума кирлӗ вӑл сана? — шӳтлесерех хуравларӗ Анук.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах Радик хӑй тӗллӗн ҫапла шӳтлесерех калаҫнинчен сасартӑк тарӑн шухӑш ҫине куҫрӗ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Унта вара унӑн паллӑ ӗҫӗсене тӑтӑшах асӑнса, пурнӑҫ саманчӗсене те чӗртсе, вӗсене тепӗр хут сӑнаса-тишкерсе, пирӗнтен пит вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ (паян-ыран пенси илмелли куна ҫитсенех вӑл: «Эпӗ Раҫҫейӑн демографи лару-тӑрӑвне пӗртте пӑсмарӑм!» — тесе шӳтлесерех калатчӗ!), ӗҫтешӗмӗрӗн тӗпчевӗсене, вӗрентӳри ӑс-хакӑлпа ҫыхӑннисене тивӗҫлипе хаклӗҫ.
Сӗвемӗн-сӗвемӗн иртсе пыракан чӑваш пурнӑҫӗнчи хурапа шурра 47 ҫул хушши тишкернӗ тарӑн шухӑшлӑ тӗпчевҫӗ // Леонид Атлай. Whatsapp
Хӑйӗн асапне, ыратӑвне кӑтартасшӑн марччӗ, яланах кӑмӑллӑ, шӳтлесерех калаҫатчӗ, шурӑ хута ҫеҫ чун-чӗрине уҫса паратчӗ.
«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.
— Мучи, леререх пӑрӑнса тӑр-ха эсӗ, асту, ӑнсӑртран ҫамкунтан пырса кӗрӗслеттерӗ, — вутӑ сыпписене пӑрахнӑ май ват ҫынна ҫурма шӳтлесерех сӑмах тӗртрӗ каччӑ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Шерпечӗ шерпет пулӗ те юратакан ҫыншӑн, мӗн-ха, тӗкӗнменех юлам, Андрей Васильевич, тип тытам, эппин, шӳтлесерех каласан, — каллех майланҫи турӗ галстукне Кузьма Афанасьевич.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унтан шӳтлесерех те илчӗ:
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ку задачӑна эпӗ тӗрӗс татса патӑм тесе шутлатӑп, — шӳтлесерех каларӗ студент, Васильева вӑрӑм та ҫип-ҫинҫе пралуксем парса.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Вӗсенче миҫе ачаччӗ? — экзаменатор сассипе шӳтлесерех ыйтрӗ Илья Николаевич.— А сколько учеников в них было? — тоном экзаменатора шутливо спросил Илья Николаевич.
Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Суйлавне туса ирттернӗ пӗрлешӳллӗ пухура Василий Куприянович, темшӗн арҫынсем ҫинелле ҫеҫ пӑхса (хӑйӗн куҫӗсем вара малти ретрен ун ҫине тӳрех пӑхса ларакан Хуркайӑк еннелле те час-час пӑхнӑ), ҫапла шӳтлесерех асӑрхаттарнӑ:
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Мӗн эсӗ? — пӑлханнине тата пыр тӗпӗ чӗтренине систерес мар тесе, шӳтлесерех ыйтрӗ старик.Чего это ты? — под шутливостью хороня тревогу и дрожь в горле, спросил старик.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑваласа ямастӑн пулсан… — шӳтлесерех каласа хучӗ Огнянов.
XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1