Шырав
Шырав ĕçĕ:
Типсе кайнӑ ҫӗр шӳнӗ те, пӗтӗм уй-хир, ҫӗрулми анисем, ҫерем — вирт кайнӑ пек е тата мунчаран тин тухнӑ ҫын типшӗнсе ларнӑ пек пӑсланса йӑсӑрланчӗҫ.
9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ывӑнса йӑшсан, тарпа лачкам шӳнӗ колхозниксем ларса сывлӑш ҫавӑрса канса илеҫҫӗ, пӗр-пӗрне хыпар-хӑнарпа сӑйлаҫҫӗ, тӗрткелесе, шӑрпӑк тӑрӑнтаркаласа, шуҫтаркаласа шӳтлеҫҫӗ, лахӑлтатаҫҫӗ, лӑхлатаҫҫӗ, йӗхӗлтетеҫҫӗ, ӗҫӗ пирки те сӑмах ҫӑмхалакалаҫҫӗ, вӗсемпе, сӑмахсемпе, «лапталла вылякалаҫҫӗ», вара каллех ҫанна тавӑрса ӗҫе ярӑнаҫҫӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Кун каҫине лӑш курмасӑр утса йӗнченӗскер, лачкам шыва ӳкнӗскер, вӑл, каллех пӗрер чӗрӗм канса илес тесе, тӑрмаша-тӑрмаша рюкзакне хыврӗ те ҫӗр ҫине лартрӗ, вара ҫумӑр шывӗпе шӳнӗ ҫулҫӑсемпе хупланнӑ нӳрӗ ҫӗр ҫине ҫавапа ҫулса пӑрахнӑ пек лӑчӑрӑнса-тӑшӑрӑлса анчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сасартӑк вӑл хӑй ывӑннине, хӑйӑрлӑ шывпа шӳнӗ тӑлисем урине хӗснине туйрӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗр хут шӳнӗ тумтирӗсене типӗтме ӗлкӗреймен, каллех ҫумӑр айне тухма тивнӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ав пӗр старик, тӗрленӗ кӗпепе кӑвак йӗм тӑхӑннӑскер, тарпа шӳнӗ ҫӑм шлепкине тусан ҫине ҫӗклесе ҫапнӑ та пӗтӗм ҫын куҫӗ умӗнче хӑйӗн ҫӳҫӗсене тӑпӑлтарать.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӗскӗн Чушкӑн ҫурӑмӗ ҫине вӗри шывпа йӗпетнӗ тутӑр хума тата унӑн ӳчӗ ҫине кӗрсе шӳнӗ сӗлӗ пӗрчисене пӗрерӗн-пӗрерӗн кӑлармалла пулчӗ.
Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Мӑшӑр кисӗппе шӑллӗсен хури шӳнӗ кӗпи-йӗмне тӳнккеме тытӑнчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пирӗн куҫ умӗнчех кӗлленнӗ хуласем ҫӗнӗрен ӳсме, илемленме тытӑнчӗҫ, каллех рельсӑсем чанкӑртатма пуҫларӗҫ, юнпа шӳнӗ ҫӗр ҫинче вӑйлӑ тырпул туса илекен пултӑмӑр.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Чӑнах та, — терӗ Том та, — ҫӗр ҫумӑрпа шӳнӗ пек туйӑнса тӑрать, анчах юлашки кунсенче ҫумӑр ҫумарӗ вӗт-ха.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Владимир Ильич ҫумӑрпа шӳнӗ калинккене майӗпен уҫрӗ; вӑл шӑнса чирленӗ пек чӗриклетсе уҫӑлчӗ.Владимир Ильич осторожно толкнул набухшую калитку; она заскрипела, как простуженная.
Анне патне канма // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ҫӗр шӑрши, шӳнӗ туратсен шӑрши тӳрех сӑмсасене пырса тивеҫҫӗ.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Юнпа шӳнӗ ҫӗршыв канӑҫ ыйтать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫумӑрпа шӳнӗ хӑйӑрлӑ хура тӑпра ҫийӗн пыма йывӑр.Суглинисто-черноземная почва, размякшая от дождя, затрудняла движение.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Мунчара ытти мунча шӑршиех кӗрет: йӗпенсе шӳнӗ йывӑҫ шӑрши, мунчала, кӗл шывӗ, вӗри пӑс шӑрши.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Куҫҫулӗпе шӳнӗ тӑлӑх-турат пусӗсем…
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
- 1