Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шывланнӑ (тĕпĕ: шывлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑт-вӑт, — васкасах сӑмах хушрӗ Варук аппа, шывланнӑ куҫне шӑлкаласа илсе.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Вилесчӗ манӑн тет, — хӗрарӑм шывланнӑ куҫне аллинчи пӗчӗк тутрипе шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Мӗн курса тӳснине каласа пама сӑмахӑм та, халӑм та ҫитмест, — салтак шывланнӑ куҫне тасамарланнӑ тутӑрӗпе шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Вӑл ман ҫине салхуллӑн пӑхрӗ те тутӑр вӗҫӗпе шывланнӑ куҫне шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хӗрарӑмсем шывланнӑ куҫӗсене тутӑр вӗҫӗпе шӑла-шӑла илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Лукари кинемей шывланнӑ куҫӗсене тутӑр вӗҫӗсемпе шӑлкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ниме // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 263–265 с.

Мӗнле калас… — сасартӑк шывланнӑ куҫӗнчен ҫутӑ тумлам ӳкет чӗрҫи ҫине.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Шывланнӑ куҫӗсемпе ерипен лӑпланса пычӗ Илемпи, ку ӑна ҫӑмӑл килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Эй, ӑхӑ пулмасӑр, — пач кӗтмен чух шывланнӑ куҫне шӑлкалать аслашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Шӑнкӑрч! — унччен йӗнипе шывланнӑ куҫне саппун вӗҫӗпе шӑлса, ача патне чупса пырать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӑрҫӑ тусанӗсемпе сӗрӗмӗсем йӳҫӗтнӗрен-ши, унӑн куҫӗсем шывланнӑ

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Тархасшӑн, ан макӑрӑр, тархасшӑн, ан макӑрӑр…» — пӑшӑлтатнӑ Юсуп, шывланнӑ куҫӗсемпе пӗрре карчӑк ҫине, тепре старик ҫине пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Инженер куҫӗсем шывланнӑ

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Куратӑн-и, манӑн ывӑл» — терӗҫ ун шывланнӑ куҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шывланнӑ куҫӗпе пӑхать Ҫӗпритун Кулюкка ҫине:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ахальтен-им кӑткӑсем йышпа пурӑнаҫҫӗ, — тетӗп кӗсье тутрипе шывланнӑ куҫне шӑла-шӑла илекен ҫумра ларакан хӗрарӑма.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

«Кузнецов Анатолий», — аран вуласа тухрӗ амӑшӗ шывланнӑ куҫӗсемпе.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна хумханса, чӗтрекен алӑсемпе илнӗ Раиса Яковлевна, унӑн куҫӗ те шывланнӑ

Куҫарса пулӑш

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Карчӑк шывланнӑ куҫӗсене саппун аркипе шӑлне курсан тӳсеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Сулагаев халь-халь йӗме пуҫӑнас пек, питне нӗрсӗррӗн пӗркелентерчӗ, шывланнӑ куҫне ал тупанӗпе сӑтӑркаларӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех