Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗншӗн шухӑшларах калаҫмарӑм?
XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Унтан шухӑшларах тӑчӗ те ӑна каялла кӑларса илсе кӑмака ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан хура сӑхман кӗсйине чикрӗ, сӑхманне кӑмака ҫине пӗрене ҫумне чӑмӑртаса хучӗ.Но, пораздумав, вынул обратно, положил в карман кафтана и, свернув его, спрятал на печи.
Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Михала, яланах васкамасӑр, нимӗн чухлӗ те вӗриленмесӗр, кӑшт шухӑшларах калаҫаканскер, куннинче сӑмахне самаях хӗрӳллӗн вӗҫлерӗ.
IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Крапивин айӑпа хӑй ҫине илни Демина кӑштах чун кӗртрӗ курӑнать, вӑл лӑпкӑнрах, шухӑшларах калаҫа пуҫларӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Солдатенко пирӗнпе иксӗмӗрпе те пур ӗҫ те опытран килни ҫинчен, чӑн-чӑн ҫапӑҫусенче пулса курнӑ хыҫҫӑн малашне ӗҫе шухӑшларах, пӗлсе тӑвасси ҫинчен нумайччен пӗтӗм чӗререн калаҫрӗ.
7. Тӑшманпа пуҫласа тӗл пултӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Кашни хусканӑвне васкамасӑр, шухӑшларах тӑвать.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Шухӑшларах пӑх-ха лейтенант.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫавӑн пек пулма пултарассине пӑртак ӗненмелле мар туйӑннӑ пулин те, вӑл ҫапах та ҫавӑн пек пулӗ тесе шухӑшларах панӑ, ҫавӑншӑн вара вӑрттӑн хӗпӗртенӗ.
XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Петлюравцӑсенчен пӗри шухӑшларах каларӗ:
Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
— Питӗ килӗшӳллӗ вырӑн, — шухӑшларах каларӗ Ахваниҫ, — пӗтӗм шыв умӑнта — лар, кимӗ ҫинче ларнӑ пек.— Очень удобное местечко, — рассудил Афанасий, — сиди, как в лодке, и вся река перед тобой.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Апла эппин, Грицькон ҫӗрлехи сулхӑнра ӗҫлес килнӗ, — шухӑшларах каларӗ Петро.— Значит, Грицьку захотелось работать по холодку, — рассудительно сказал Петро.
XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эсӗ пысӑк чап илнӗ, хисеп те мухтав сана! — шухӑшларах каларӗ Федор Лукич.Ты находишься в большой славе, честь тебе и хвала! — рассудительно заговорил Федор Лукич.
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗр типшӗмрех кӑна кӑвак ҫӳҫлӗ старик, шухӑшларах пырса, ним кулмасӑрах: — Мӗн ыйтнӑччӗ эсир? — тенӗ.— О чём вы просили? — серьёзно, вдумчиво осведомился седой и сухонький старик.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
- 1