Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шиклӗн сăмах пирĕн базăра пур.
шиклӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах пуррине туятӑп, — Марине каллех алӑк ҫине шиклӗн пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

«Анчах укҫа пирки тек калаҫу хускатма кирлӗ мар», — шиклӗн шухӑшласа илчӗ Миргалим.

Куҫарса пулӑш

X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Анне, Праски инке тухатмӑш пулса килмест-и пирӗн пата? — ыйтрӗ Ириша, тӗттӗм чӳречесем ҫине шиклӗн пӑхса.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Вӑл тухатмӑш, пире вӗлересшӗн, — шиклӗн пӑшӑлтатрӗ йӑмӑкӑм, ман ҫума йӑпшӑнса.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Лариван самантрах шӑпланчӗ, шурса кайрӗ, ансӑр хулпуҫҫине шиклӗн хутлатса, умри хӗрарӑм ҫине сехӗрленсе пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пуҫесене шиклӗн кӑн-кан ҫавӑркалаҫҫӗ те кӑрклаткалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Лешӗ, кунашкаллине кӗтменскер, ним тума пӗлмерӗ, пӗрре унталла кускаларӗ, тепре кунталла, шиклӗн ши-ши текелерӗ, шӗвӗр сӑмсине сывлӑшра вылятса илнӗ хыҫҫӑн кӗпе ҫухин хутламне йӑпшӑнчӗ те шӑпӑрт пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Шиклӗн унталла пӑхрӗ, кунталла — никам та курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Тетей темӗнле шиклӗн тавралла пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫав вӑхӑтра йӑмӑкӗ укҫа пытаратчӗ, хӑй шиклӗн йӗри-тавралла пӑхатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ҫӳл тӳпери шап-шурӑ уйӑх, пит-куҫне лаптӑкӑшпех тӑм илтернӗскер, кӗҫ-вӗҫ сирпӗнсе, тӗпренсе каяс кӗленче майлах чӗтренсе тӑрать, ун ҫинчи кӗвентеллӗ хӗр, шыва кайма тухнӑскер, витрине халь тесен халь пӑрахас пек хытса, ҫӗрелле шиклӗн пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Алӑк енне шиклӗн пӑхкалать хӑй, ним шарлама пӗлмест, мӑк-мак тукалать.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Эс тӑхта… — куҫне шиклӗн чарса пӑрахса калать вӑл Левене.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ку, — уҫланкӑ енне, тин кӑна тиесе пӗтернӗ машина еннелле пуҫӗпе шиклӗн сӗлтет Маруҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Аттун тем курса тӑрасси тата, — пӑру мӑнӑш овчарка енне шиклӗн пӑхса каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Мӗн пулчӗ, кин? — тем аван мара туйса, шиклӗн ыйтать мучи.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ку этем хӑйне ытла та пӑлхануллӑ тыткалать, унталла-кунталла шиклӗн пӑхкалать.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Калля, эсӗ савӑнни аван-ха та… — шиклӗн сӑмах хушрӗ ӑна Ульха.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Ҫултан аташса каяс мар тесе ура айне шиклӗн сӑнанӑ май хӗрарӑм ирӗксӗрех ерипентерех те ерипентерех куҫса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑнласах хӑраҫҫӗ пулас, пӗр сас кӑлармасӑр, шиклӗн кӑна ура пускаласа утса пычӗҫ ҫамрӑксем ҫав асамлӑ вырӑн патне.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех