Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнтӗрлӗ (тĕпĕ: чӗнтӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карл арӑмӗ — Марта кинеми — чӗнтӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ, аллине вӑл виҫӗ ҫулҫӑллӑ клевер тытнӑ.

Жена Карла — бабушка Марта в кружевном чепце и с клевером-трилистником в руках —

Хомлинсем // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D0%BE%D ... 0%B5%D0%BC

Чӗнтӗрлӗ, — мухтанчӑклӑн кулкаласа, ҫаврӑнкаларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

VIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

бал лифчӗ ҫумӗнче чӗнтӗрлӗ Мари-Антуанетт фишйӗвӗ

к бальному лифу кружевное фишю Мари-Антуанетт

Смольнӑй институчӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 1%87%C4%95

Хӗрсен мӑйне чӗнтӗрлӗ, сарлака суха илем кӳнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑремпур чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Мюнхенра чӗнтӗрлӗ кӗпер турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Алена Петухова тата чӗнтӗрлӗ ҫурт.

Алена Петухова и терем.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Ун чухне кунта колхоз та ӗҫленӗ, чӗнтӗрлӗ ҫурт ун аллинче пулнӑ — кунта колхоз кантурӗ вырнаҫнӑ.

Тогда ещё тут действовал колхоз, которому принадлежал резной терем — тут размещалась колхозная контора.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Чӗнтӗрлӗ хашаксемлӗ, пӗтнӗк тӗслӗ стенасемлӗ авалхи йывӑҫ ҫурта Заозерье ялӗнче ытти ҫуртсенчен тӳрех уйӑрса илӗн.

Старинный деревянный терем с кружевными наличниками и стенами мятного цвета резко выделяется среди обычных деревенских домиков в селе Заозерье.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Виталий вырӑн ҫинчен ҫарта команда панӑ пек хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те чӗнтӗрлӗ рамӑллӑ тӗкӗр ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан тукмаклӑ сехет ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Анюта паркри чӗнтӗрлӗ кӗперпе вӗлтӗртеттерсе чупать.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫутта сӳнтерсен, Славик тӗттӗмре чӗнтӗрлӗ аркӑллӑ шурӑ сорочка вӗҫҫӗн мӗлтлетнӗ кӗлеткене лайӑхах сӑнаса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Машинӑсен юххи йӑвашланса-йӑвашланса пычӗ те чарӑнсах ларчӗ: малта, ҫул айккинчи лачакара, автокран, шӗвӗ пылчӑк сирпӗтсе, пӗр вырӑнта силленет, унӑн чӗнтӗрлӗ вӑрӑм стрели ҫула шлагбаум пек картланӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Лида пӳлӗмӗнче чӗнтӗрлӗ каркӑч витӗр шурӑ мӗлке курӑнса кайнӑ пек туйӑнчӗ — тепӗр хут пӑхма хӑяймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Герасим Федотович ҫунман сигарета ӗме-ӗме Тураевсен тӗлне ҫывхарнӑ чух вӗсен юман юпаллӑ чӗнтӗрлӗ хапхинчен ҫирӗм пиллӗкрен иртнӗ яштака йӗкӗт ҫивӗччӗн вӑркӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шемердянов, пуртӑпа каскалама пултараканскер, урамалла крыльцаллӑ веранда кӑларчӗ, ултӑ чӳречене чӗнтӗрлӗ хашаксемпе илемлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сасӑ илтӗннӗ еннелле пӑхсан хура пушмак тӑхӑннӑ хӗрарӑм урисене, шурӑ кӗпен чӗнтӗрлӗ аркине тата кӗрен саппунӗн сарлака хуртине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Чӗнтӗрлӗ те кӗпер чалт! та тумасть, Пирӗн ҫамрӑк чунсем пусӑрӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Кӑвак ҫӗмрен // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗнтӗрлӗ те кӗпер, юман юпа, Авӑнмасть, авӑнмасть, тееҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Кӑвак ҫӗмрен // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсем пайтаххӑн — машинӑсен кабинисенчен, автобуссемпе троллейбуссен салонӗсенчен тухнисем те, пыран-килен те — хыпалансах чӗнтӗрлӗ кӗпер карлӑкӗн сулахай еннелле, варринелле, тӗркӗлтетеҫҫӗ, тӑтӑшӑн кӑшӑр-кӑшӑр! юхаҫҫӗ, тӗр-тӗр чупаҫҫӗ, асӑннӑ тӗле ҫитсен, кӗпӗрленсе, карлӑк урлӑ аялалла, залив шывӗ ҫине халланса тирӗнеҫҫӗ, васкаса, шуйхӑнса, пӑлхавлӑн калаҫаҫҫӗ, пулӑшу ыйтса, чунтан ҫунӑхса кӑшкӑркалаҫҫӗ; шӑппӑн е йӗкӗрсе йӗрекенни те пур.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Чӑнах, сылтӑм еннелле куҫ ывӑтрӑм та — ҫак арҫынна хирӗҫ сӑпай, именчӗклӗ кулӑ йӑлкӑштаркаласа, сарӑ ҫӳҫлӗ, чӗнтӗрлӗ шурӑ блузка, корсажлӑ хӑмӑр юбка, йӑлтӑртатакан хӑмӑр туфли тӑхӑннӑ яштака хурӑн пек тӑпӑлкка хӗрарӑм алтарь патне ҫывхарнӑ пек ҫемҫен пускаласа утать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех