Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑрманмасть (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мами ӑна валли апат хатӗрлесе чӑрманмасть, таҫти ют ҫӗртен кӳрсе килнӗ чӑмлаксене апат вырӑнне сӗнет.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Кӗнеке тавраш юратмасть вӑл, апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе чӑрманмасть, час-часах ресторансене ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Савӑкланать-ха, ак, савӑкланма тӗл лекнӗ чухне, сӗнен-пӗр эрех черккине ӳкӗтлеттерсех чӑрманмасть, янк!

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл пирӗн пата килсе ларать те тимлӗн итлет, хӑй вара чӑрманмасть, хӗвӗшмест, эпӗ ун ҫине пӑхатӑп, манӑн кӑмӑл тулать — ҫавӑ ҫеҫ; вӑл тухса кайсан, эпӗ ун сӑмахӗсене пӗтӗмпех аса илетӗп те хама хам тарӑхатӑп, ҫӗткеленетӗп… мӗншӗнне хам та пӗлместӗп.

Когда он приходит, и сидит и слушает внимательно, а сам не старается, не хлопочет, я гляжу на него, и мне приятно — но только; а когда он уйдет, я всё припоминаю его слова и досадую на себя и даже волнуюсь… сама не знаю отчего.

XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Стефчов арҫынсен хушшинче чухне кирек хӑҫан та вӗҫкӗнленме пӑхать, хӗрарӑмсемпе питех чӑрманмасть; хальхинче вӑл юпа пек хытса тӑчӗ, хӑрах аяккинелле тайӑлнӑ фескине тӳрлетсе тӑхӑнчӗ, Рада енне пӑхса юнаса илчӗ, вара ыттисем хыҫҫӑн тухса тапӑлтатрӗ.

Стефчов, всегда важный и чопорный в обществе мужчин, но бесцеремонный с женщинами, остолбенел; он поправил фес, съехавший набок, свирепо погрозил пальцем Раде и вышел вслед за остальными.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех