Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чиккелерӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫил-тӑман лапка-лапка юрпа пите ҫапрӗ, юр питҫӑмартине, куҫсене чиккелерӗ, ҫулҫӳревҫе авкаларӗ, хуҫрӗ, унӑн тумтирне силлерӗ, турткаласа ҫурма хатӗр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку, ӗнтӗ «качтакине», юлташӗсене ҫеҫ мар, пӗтӗм тӗнчене те ҫилӗ хыва-хыва, сӗмленкеле-сӗмленкеле, мекӗшлеткелесе, аллипе ҫӗртен тӗренкелесе, упалене-упалене ури ҫине тӑчӗ, пӑтранчӑк, саланчӑк куҫне «качтаки» ларнӑ еннелле тӗттӗммӗн тӗллерӗ, пӗр супка тӳлек ҫилпех лӑнкӑртатакан ҫӗрӗк тивнӗ йывӑҫ пек сулӑнкаласа тӑчӗ, вара ал пӳрнисене икшеррӗн пӗр-пӗринпе пӗтӗҫтерсе ҫӑварне чиккелерӗ те пӗтӗм шалти сывлӑша хӑлтӑркка, тутӑх тивнӗ саспа вӗртерсе, шӑхӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ют ҫын сӑмахӗ ҫӳҫентерчӗ, Вӑл чиккелерӗ чӗрере.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапкаланчӑк — хуравличчен — ҫӗре киркӑпа темиҫе хут сулӑмлӑн чиккелерӗ, унтан ун ҫумне канакан скульптор пек тӗршӗнчӗ.

Прежде чем ответить, бродяга сделал несколько ударов киркой, затем оперся на нее с видом отдыхающего скульптора.

Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.

Вӑрманти пекех пулса тӑчӗ: уйӑх та, пӗлӗт те пур, манӑн урасем те йывӑҫсем пек курӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа чӗрӗпе пит те кӑмӑла кайрӗ пулас; вӑл ура айӗнче явкаланса ҫӳрерӗ, атӑ кунчисене шӑршлакаларӗ, йӗпписемпе чиккелерӗ.

Стало совсем как в лесу: и луна и облако, а ноги мои были как стволы деревьев и, наверное, очень нравились ёжику: он так и шнырял между ними, понюхивая и почёсывая иголками задники у моих сапог.

Чӗрӗп // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 18–21 с.

Ҫав тери вӑтаннипе вӑл, тӗттӗме пӑхмасӑр, хӗрелсе кайрӗ; пӗтӗм ӳт-тирӗ унӑн ҫийӗнчех йӑспа витӗнсе ларчӗ, урисемпе ҫурӑмне пин-пин йӗп харӑссӑн чиккелерӗ.

От острого стыда он покраснел, несмотря на темноту; все тело его покрылось сразу испариной, и точно тысячи иголок закололи его кожу на ногах и на спине.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех