Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗнесрен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑнланмалла-и, сволочь?! — вара, хӑйне тытса хӗнесрен хӑранӑн, йӑпӑр-япӑр чупса пырса кабинӑна чӑмать хуняма.

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Богданов, кӗрешекенсем пекех йӑрӑ та ҫӑмӑлскер, хӑйне хӗнесрен ҫӑлӑнчӗ те: — Паттӑрсем, аврал! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Праски, ача эсӗ хӗнесрен витене пытаннӑ та лаша унӑн ури ҫине пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унтан тыткӑнрисем, хӗнесрен кӑштах та пулин упранас шанчӑка ҫухатса, сапаланса утрӗҫ.

И пленные потеряли надежду хоть в какой бы то ни было мере сохранить себя от побоев, шли уже враздробь.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах тухатмӑш унта та хӑйне валли май тупнӑ, теҫҫӗ; шыва путнӑ пӗр хӗрӗ евӗр пулса тӑнӑ та, ӑна никам та палласа илеймен; ҫав майпа вара вӑл шыври хӗрсем хӑйне хӑмӑш пушӑпа хӗнесрен ҫӑлӑннӑ.

Но ведьма и тут нашлась: оборотилась под водою в одну из утопленниц и через то ушла от плети из зеленого тростника, которою хотели ее бить утопленницы.

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Чи малтанах, мана нимӗнле шпак та ҫапмӗ, мӗншӗн тесен хӑйне хӗнесрен хӑракана кӑна хӗнеҫҫӗ.

Во-первых, меня никакой шпак не ударит, потому что бьют только того, кто боится, что его побьют.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех