Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуняшшӗне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуняшшӗне алӑк сассинченех пӗлчӗ Сантӑркка.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Такам, пачах палламан ют хӗрарӑм ун ырӑ чунлӑ хуняшшӗне туртса илесшӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗрӗсех, хуняшшӗне кӗтсе илсен аванрахчӗ те…

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук ачине кӑкӑрӗ ҫумне тытса ачашшӑн чӑмӑртарӗ, чуптуса илчӗ, вара хуняшшӗне евӗклӗн чӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак хӑрушлӑх тата хуняшшӗне хисеплени Анука хӑйӗн нуши ҫинчен пытармасӑр калама хистерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кинӗ хуняшшӗне: «Атте, тула тухса ан шӑн, ҫенӗкре витре пур унта», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Сафа-Гирей хула тулашне хуняшшӗне кӗтсе илме пыманччӗ, ҫавӑнпа Тукая Юсуф княҫпа паллашма пит ҫӑмӑл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑнах, мӗнле чун унӑн, хӑйӗн хуняшшӗне хӗнесе вӗлерттернӗ хӗрарӑмӑн?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кам шутланӑ хурахсем хуняшшӗне вӗлермеллех хӗнесе хӑварасса.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унта пӗрре ҫитсе килни, авӑ, епле синкерлӗ вӗҫленчӗ: Калюковпа тусӗсем Экеҫри юлташлӑх укҫине туртса илни ҫитмен, унӑн хуняшшӗне вӗлересле хӗнесе хӑварчӗҫ, лешӗ тек тӑраймарӗ вара…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑйсем иккӗшӗ те пӗтрӗҫ, Алюш ашшӗпе Веня хуняшшӗне, хурахсене пулӑшнӑшӑн, ялтан кӑларса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара ҫамрӑк ҫын тарӑхса кайнӑ пек пулнӑ, тарҫисене ирӗке янӑшӑн хуняшшӗне ӳпкеленӗ, ҫав тери ҫиленнипе ҫӗмренне те хуҫса ывӑтса янӑ, ҫӗмрен ҫумне урӑх пырса та ҫыпҫӑнмастӑп, тесе тупа тунӑ.

Тогда молодой человек притворился взбешенным, упрекал тестя в том, что он распустил своих слуг, и в бешенстве, изломав лук, дал тут же страшную клятву никогда больше не прикасаться к луку.

Тӗл перекен ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 19–26 с.

Ҫапах та, Ҫемен хуняшшӗне хистеме хӑтланкаларӗ.

Семен, впрочем, попытался нажать на тестя.

XXII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Тул ҫутӑлнӑ чухне вырӑн ҫинчен тӑрса, вӑл кухньӑна аннӑ та чей ӗҫме кухаркӑпа пӗрле апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ, ачисене ҫитерме ҫӳле чупса хӑпарнӑ, унтан хуняшшӗне, упӑшкине, пӑяхамӗсене чей ӗҫтернӗ, каллех хӗрачисене ҫитернӗ, унтан ҫӗленӗ, пурин кӗпи-йӗмӗсене те сапланӑ, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн ачисемпе пӗрле сада тухса, унта каҫхи чей ӗҫмелли вӑхӑт ҫитичченех ларнӑ.

Вставая на рассвете, она спускалась в кухню и вместе с кухаркой готовила закуску к чаю, бежала вверх кормить детей, потом поила чаем свёкра, мужа, деверей, снова кормила девочек, потом шила, чинила бельё на всех, после обеда шла с детями в сад и сидела там до вечернего чая.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Анчах та хӑш чухне унӑн упӑшкипе хуняшшӗне: — Юриех, сире тарӑхтармах хӗрсем ҫурататӑп! — тесе кӑшкӑрасси килнӗ.

Но иногда ей хотелось крикнуть мужу и свёкру: «Нарочно, назло вам буду девочек родить!»

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Вӑл вилнине туймасӑр тӑма пултараймастӑп эпӗ! — терӗ вӑл хуняшшӗне.

Не могла я не почуять его кончины! — говорила она свекру.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Тӗкӗнместӗн апла? — пӳлӗнчӗклӗн хашкаса ыйтрӗ Дарья; унтан аллисене вӗҫертрӗ те хуняшшӗне кӑкӑрӗнчен тӗртсе ячӗ.

— Не хочешь? — задыхаясь, спросила Дарья и, разжав руки, толкнула свекра в грудь.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав самантра Дарья сасартӑк аллисене сарса пӑрахрӗ те, хуняшшӗне мӑйӗнчен ыталаса илсе, пӳрнисене хӗреслесе тытрӗ, хӑйпе пӗрле ӑна арпалӑх еннелле сӗтӗрчӗ:

Дарья вдруг вскинула руки и, охватив шею свекра, скрестив пальцы, пятилась, увлекая его за собой:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех