Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

франкфурт сăмах пирĕн базăра пур.
франкфурт (тĕпĕ: Франкфурт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мальц 30-мӗш ҫулсенче пурӑннӑ Франкфурт литераторӗ пулнӑ, вӑл хӑйӗн вырӑнти чӗлхепе ҫӑмӑллӑн ҫырса пӑрахнӑ кӗске комедийӗсенче ҫавӑнти, Франкфуртри, ҫынсен сӑнарӗсене кӑштах кулса, тӑрӑхласа кӑтартнӑ.

Мальц был франкфуртский литератор 30-х годов, который в своих коротеньких и легко набросанных комедийках, писанных на местном наречии, выводил — с забавным и бойким, хотя и не глубоким юмором, — местные, франкфуртские типы.

VII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Куратӑр-и «Эрих Бок-верке. Франкфурт» тесе ҫырнӑ.

Видите: «Эрих Бокверке. Франкфурт».

Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.

Анчах пирӗн хыҫҫӑн пехотӑллӑ Франкфурт полкӗ килет.

Но вслед за нами движется пехотный франкфуртский полк.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Франкфурт салтакӗсене тата ӑна хӑйне те ялтан аяккарах пурӑнма канлӗрех, — вӗсем кунта пурте пӗрле, вӗсем ҫине тапӑнас пулсассӑн, сыхланма ҫӑмӑлтарах.

Франкфуртцам и ему удобнее жить в стороне от деревни — здесь они все вместе и в случае нападения им легче защищаться.

Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Эпӗ Франкфурт салтакӗсене пирӗн ҫурта куҫма сӗнтӗм.

Я предложил франкфуртцам перебраться в наш дом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Боровицӑра тӑракан Франкфурт салтакӗсен взвочӗ пулӑшнипе эпӗ ӗҫе тӗпчерӗм, ухтарусем турӑм.

При помощи взвода франкфуртцев, занимающих Боровицы, я произвел следствие и обыски.

Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

— Пирӗн Франкфурт сар пики, — кӑшкӑрса ячӗ Дöнгоф, — халӗ те сывӑ тата Нью-Йоркрах пурӑнать тесе шанар-ха!

— Будем надеяться, — воскликнул Донгоф, — что наша бывшая франкфуртская красавица еще жива и не покинула Нью-Йорка!

XLIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Ют ҫын ман хӗршӗн офицерпе ҫапӑҫнине ыранах пӗтӗм Франкфурт пӗлет — мӗнле пулса тухать-ха ку?

Весь Франкфурт завтра узнает, что чужой дрался с офицером за мою невесту, — на что это похоже?

XXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

— Шухӑшлама пултарнӑ-и-ха эпӗ, — терӗ Санин малалла: — шухӑшлама пултарнӑ-и-ха эпӗ хам темиҫе сехетлӗхе ҫеҫ юлма шутланӑ Франкфурт патнелле ҫитсе пынӑ чух, эпӗ кунта хамӑн пӗтӗм пурнӑҫ телейне тупатӑп тесе?

— Мог ли я думать, — продолжал Санин, — мог ли я думать, подъезжая к Франкфурту, где я полагал остаться всего несколько часов, что я здесь найду счастье всей моей жизни!

XXVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Икӗ тус кофе ӗҫсе тӑранчӗҫ те — паллах, ҫуран ӗнтӗ — Гаузене, Франкфурт ҫывӑхӗнчи, вӑрман варринче ларакан пӗчӗк яла тухса кайрӗҫ.

Напившись кофе, оба приятеля отправились — пешком, разумеется, — в Гаузен, небольшую деревеньку, лежащую в недальнем расстоянии от Франкфурта и окруженную лесами.

XXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

— Сана юрать пулсан, кил-ха ман пата, ирпеле, иртерех, — эпир вара каҫчченех Франкфурт таврашӗнчи вырӑнсенче уҫӑлса ҫӳрӗпӗр…

— Если тебе можно, приходи ко мне поутру, пораньше, — и мы до вечера будем гулять по окрестностям Франкфурта…

XXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Карета кустӑрмисем Франкфурт урамӗн чул сарнӑ ҫулӗ ҫинче шалтӑртатма пуҫларӗҫ, юлашкинчен, Санин пурӑнакан гостиница умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Колеса кареты застучали о мостовую Франкфурта — и остановились наконец перед гостиницей, в которой жил Санин.

XXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Эмиль малалла ӳпӗнсе илчӗ, ӗсӗклесе ярса, Санин аллине хӑй тутисем патне тытса чӑмӑртарӗ те, ҫул ҫинчен сиксе анса, уй урлӑ каялла, Франкфурт еннелле, чупса кайрӗ.

Эмиль покачнулся вперед, всхлипнул, прижал ее к своим губам — и, соскочив с дороги, побежал назад к Франкфурту, через поле.

XXI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Тин ҫеҫ ҫын ҫӳреме пуҫланӑ Франкфурт урамӗсем таса та кӑмӑллӑн курӑнаҫҫӗ; пӳртсен чӳречисем тӗкӗр пек йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ; карета хуларан тухсан, ҫӳлтен, уҫӑлса ҫитмен сенкер тӳперен, тӑрисен уҫӑ саслӑн шӑрантаракан юррисем илтӗнме пуҫларӗҫ.

Улицы Франкфурта, едва начинавшие оживляться, казались такими чистыми и уютными; окна домов блестели переливчато, как фольга; а лишь только карета выехала за заставу — сверху, с голубого, еще не яркого неба, так и посыпались голосистые раскаты жаворонков.

XXI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Соденра питӗ чаплӑ паркпа тӗрлӗрен «виртшафтсем» пур, кунта вара ҫӳллӗ ҫӑкасемпе вӗренесен сулхӑнӗнче сӑрапа кофе ӗҫме пулать; ҫавӑнпа Франкфурт ҫыннисем унта пуринчен ытларах канса, савӑнса ҫӳреме каяҫҫӗ.

Франкфуртцы ездят туда больше для развлечения, так как Соден обладает прекрасным парком и разными «виртшафтами», где можно пить пиво и кофе в тени высоких лип и кленов.

XV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Эшелон хыҫӗнчен пирӗн франкфурт полкӗ ҫуран килет, вӑл полка пӗлетӗр пуль, — унта сирӗн ывӑлӑр пур тенине илтсеччӗ эпӗ.

Вслед за эшелоном походным порядком движется наш франкфуртский полк, в котором, как мне известно, служит ваш сын.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех