Шырав
Шырав ĕçĕ:
форейторсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, Невски проспект, кирек мӗнле вӑхӑтра та улталать, пуринчен ытларах ҫӗрле, хӑйне ҫӑра тӗтре хупласан, ҫуртсен шурӑ та шупка-сарӑ стенисем уйрӑммӑн курӑнакан пулсан, мӗнпур хула аслати пек кӗрлесе, ҫутӑлса тӑма тытӑнсан, вӗҫӗ-хӗррисӗр каретӑсем кӗпер ҫинчен аннӑ чух, лашасем ҫинче ларса пыракан форейторсем сиккелесе кӑшкӑрашкалама пуҫласан тата демон мӗнпур япалана хӑйӗн тӗсӗнчен урӑхлатса кӑтартма лампӑсем ҫутса ярсан улталать.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Мӗн пурри йӑлкӑшать, икӗ енче те тӑватшар хутлӑ ҫурт стенисем капмаррӑн ҫӗкленеҫҫӗ, пур енчен те аслати кӗмсӗртетнӗн ут таканӗсемпе урапа сассисем илтӗнеҫҫӗ; ҫӗр айӗнчен тухса ҫӗкленнӗ пек, кашни утӑмрах ҫуртсем ҫитӗне-ҫитӗне лараҫҫӗ, кӗперсем кисренеҫҫӗ; каретӑсем вӗҫнӗ пек ирте-ирте каяҫҫӗ; извозчиксем, форейторсем кӑшкӑрашаҫҫӗ; ӑҫта пӑхнӑ унтах пиншер ҫуна вӗҫсе иртет, вӗсен айӗнче юр шӑхӑрса выртать; ҫуран ҫӳрекеннисем пӳртсем ҫумне хӗсӗнеҫҫӗ, чӑкраш унта.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Страницăсем:
- 1