Шырав
Шырав ĕçĕ:
форейтор (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман пата пынисене хисеплӗн саламласан, эпӗ пар лаша кӳлнӗ кӳмене лаши-мӗнӗпех илеттӗм те (ултӑ лаша кӳлнӗ пулсан, форейтор яланах тӑватӑ лашине тӑварса илетчӗ) сӗтел ҫине лартаттӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пӑлтӑрта сӑмавар вӗрет ӗнтӗ, ӑна рак пек хӗрелсе кайнӑ Митька форейтор вӗркӗштерсе тӑрать; картишӗнче нӳрлӗ, тӗтреллӗ, шӑршӑ саракан тислӗкрен пӑс ҫӗкленнӗ пекех курӑнать; тӳпен тухӑҫ енчи пайне, картиш йӗри-тавра ларакан анлӑ лупассен сывлӑмпа йӑлтӑртатса курӑнакан улӑм ҫивиттийӗсене хӗвел хӗпӗртӳллӗ йӑмӑх ҫутӑпа ҫутатать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун хӑлхине сад хыҫӗнче ларакан витерен апат хыҫҫӑн ҫывӑрма выртнӑ икӗ кучерпа пӗр форейтор харлаттарни илтӗнчӗ, анчах вӑл ҫаплипех йывӑҫсем хушшинчи никам ҫӳремен пушӑ ҫул ҫине салхуллӑн пӑхса ларчӗ.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Страницăсем:
- 1