Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

фонарӗпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑрать вӑл кухньӑра хӑйӗн пӗчӗк хӗрлӗ фонарӗпе, кӗмӗл шӑнкӑравӗпе илемлӗн йӑлтӑраса, Серёжа хӑйӗн ӗҫӗсене тума ҫуранах тухса ҫӳрет, велосипед илемӗ халь ӑна хавхалантармасть те.

Стоял в кухне со своим красным фонариком и серебряным звонком, красивый и исправный, а Сережа пешком отправлялся по делам, равнодушный к его красоте.

Велосипед туянаҫҫӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

— Карбид фонарӗпе те сӑнӑпа.

 — Карбидный фонарь и острога.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Каяс умӗн вӑл фонарӗпе вӑрман лаптӑкне ҫутатса илнӗ, ҫакӑнпа усӑ курса, Травкин кӑшт ҫӗкленсе пӑхнӑ та, йывӑҫсем хушшинче нимӗҫсем сахалтараххӑн курӑнакан вырӑнпа ҫул суйласа илме ӗлкӗрнӗ.

Уходя, он осветил фонариком кусок леса, и Травкин, приподнявшись, успел выбрать путь среди деревьев, где немцев, кажется, было меньше.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Темле нимӗҫ, ҫара урисемпе шаплаттарса тата кӗсье фонарӗпе ҫутатса, Травкин патне ҫывӑхах пырса тухнӑ.

Какой-то немец, шлепая босыми ногами и светя карманным фонарем, вплотную подошел к Травкину.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех