Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
17. Патшана вилӗмрен хӑтӑлма Саруия ывӑлӗ Авесса пулӑшнӑ, [Авесса Давида ҫӑлса хӑварнӑ,] вӑл филистим ҫыннине амантса вӗлерсе пӑрахнӑ.17. Но ему помог Авесса, сын Саруин, [и спас Давида Авесса] и поразил Филистимлянина и умертвил его.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Давид ӗнтӗ Саул ывӑлӗ Иевосфей патне ҫапла калама элчӗсем янӑ: Мелхола арӑмӑма пар, эпӗ ӑна ҫӗр филистим ӳтне кастарнӑшӑн илнӗ, тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Давид филистимсене ҫӗнтерсе каялла килнӗ чухне Авенир ӑна Саул патне илсе пынӑ, Давид аллинче филистим пуҫӗ пулнӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Давид ӗнтӗ филистим пуҫне илнӗ те ӑна Иерусалима кайса панӑ, унӑн кӑралне хӑйӗн чатӑрне хунӑ.54. И взял Давид голову Филистимлянина и отнес ее в Иерусалим, а оружие его положил в шатре своем.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Унтан Давид чупса пынӑ та, филистим ҫине урипе пусса, унӑн хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларнӑ, хӗҫпе сулса ярса, унӑн пуҫне касса татнӑ; филистимсем вара, хӑйсен паттӑрӗ вилнине курсассӑн, тарма пуҫланӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Филистим Давид патнелле ҫывӑхарма пуҫласассӑн, Давид васкасах тӑшман ҫарӗ еннелле, филистима хирӗҫ, чупса пынӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Филистим Давида тата ҫапла каланӑ: ман патӑма кил-ха, эпӗ санӑн ӳтне тӳпери кайӑксемпе хирти тискер кайӑксене пӑрахса парӑп, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Филистим вара Давида хӑйӗн туррисен ячӗпе ылханнӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Филистим ӗнтӗ Давида каланӑ: мӗн эсӗ мана хирӗҫ патакпа [та чулпа] килетӗн? эпӗ йытӑ-им? тенӗ.43. И сказал Филистимлянин Давиду: что ты идешь на меня с палкою [и с камнями]? разве я собака?
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Давида курсассӑн, филистим ун ҫине йӗрӗнсе пӑхса илнӗ, мӗншӗн тесессӗн Давид ҫап-ҫамрӑк, сарӑ ҫӳҫлӗ, хитре сӑн-питлӗ пулнӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Филистим та вырӑнтан хускалнӑ, Давид патнелле ҫывӑхарса пынӑ, ун умӗнче кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ пынӑ.41. Выступил и Филистимлянин, идя и приближаясь к Давиду, и оруженосец шел впереди его.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Давид хӑйпе пӗрле тӑракан ҫынсене каланӑ: ҫак филистима вӗлерекене, Израиле намӑсран хӑтаракана мӗн тӑвӗҫ? чӗрӗ Туррӑн ҫарне ҫапла мӑшкӑллама ҫак ӳт кастарман филистим камах вара вӑл? тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Акӑ вӑл вӗсемпе калаҫнӑ хушӑра Голиаф ятлӑ кӗрешӳҫӗ, Геф хулинчи филистим, филистимсен ӗретӗнчен мала тухса тӑрать те унччен каланӑ сӑмахсенех калать, вӗсене Давид та илтнӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав филистим ир те, каҫ та туха-туха калаҫнӑ, ҫапла хӗрӗх кун хушши каппайланнӑ.16. И выступал Филистимлянин тот утром и вечером и выставлял себя сорок дней.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ филистим мар-и, эсир Саул чурисем мар-и?
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1