Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫкаласа (тĕпĕ: уҫкала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уҫкаласа пӑхрӗ Петр Николаевич тетраде, вулакаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

— Тӗрӗс, — хуравлать ашшӗ, ывӑлӗн тетрачӗсене уҫкаласа.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Ийя, эпӗ те вуласа пӑхрӑм, — хуравлать пӗр саспалли те палламан Вихтӗр, хӗпӗртет хӑй: кӗнекене уҫкаласа мӑкӑл-мӑкӑл тукаласа ларнине ашшӗ те сиснӗ-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ӑна вӗтӗртеттерсе уҫкаласа пӑхрӗ те Тамара ҫырнӑ сӑвӑсене асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Арӑмӗ тыттарнӑ хаҫата чарӑна-чарӑнах уҫкаласа пӑхать Юкур пӗрре, тепре, ӑшӗ хыпни-ҫуннине пӑхмасӑрах, правлени еннелле юрттарать.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен хапха умӗнче, каска ҫинче, тахҫанхи кивӗ хаҫата уҫкаласа ларать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Александр Усланторов хӑй ҫырса тултарнӑ тетраде уҫкаласа ларать.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тетрадьне уҫкаласа пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ҫӗрле юр тӑманӗ ахӑрашса тулашса иртет те, ирхине, ҫанталӑк лӑплансан, ҫенӗк алӑкӗсене аран-аран уҫкаласа картишне тухаҫҫӗ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хирӗҫ чӗнекен пулманнипе аптӑранӑ хӗрарӑм ури ҫине тӑмасӑрах, пӳрт алӑкне аран уҫкаласа, шалалла кӗрсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑнӳкерчӗксемпе тулнӑ хулӑн альбома пӗтӗмӗшпех уҫкаласа тухасшӑнччӗ Хӗветӗр, анчах виҫ-тӑватӑ страницӑран иртеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Квартальнӑй пӗр кӗнекине илсе уҫкаласа пӑхрӗ те сассине кӑштах ҫемҫетрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Гаврил Романович хӗрлӗ хуплашкаллӑ диплома уҫкаласа пӑхрӗ те: — Маттур! Кунта кӑтартнӑ пек пӗлӗвӗр яланах ҫирӗп пултӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Уҫкаласа пӑхрӗ те ҫаплипех вула-вула килнелле танккарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Киномеханиксен темшӗн ӗҫ ӑнмарӗ, сеанс пуҫланасси тытӑнса тӑчӗ, ҫавӑнпа та Завьялов фойерен хӑйпе пӗрле илсе кӗнӗ иллюстрациллӗ журнала ыт ахальтен уҫкаласа пӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хуралҫӑ уҫкаласа пӑхрӗ, кичеммӗн питне пӗркелентерсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Магдаль сӗтел ҫинчи папкӑсене уҫкаласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса кӗнекесене уҫкаласа пӑхрӗ: вӗсем тӗрлӗ ҫынран иккен.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Вӑхӑтне шута илсе ҫырас пулать, хаклӑ тусӑм, — терӗ манӑн кулӑшла калав алҫырӑвне уҫкаласа ларакан редактор — Кашни ҫимӗҫӗн хӑйӗн вӑхӑчӗ пур, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Журналӑн тӑххӑрмӗш номерне Таранов мӑнаҫлӑн, хаваслӑн тытрӗ, страницӑсене хӑвӑрт-хӑвӑрт уҫкаласа чи малтан «Киремет тытамакӗ» калавне шыраса тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех