Шырав
Шырав ĕçĕ:
учителӗмӗр (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пек уроксенчен пӗринче Шупашкарти 7-мӗш каҫхи вӑтам шкулта химипе биологи вӗрентекен Старостин Александр Григорьевичран вӗренекенсем ҫапла ыйтрӗҫ: — Хисеплӗ учителӗмӗр!
Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.
— «Эпӗ, аслӑ совет халӑхӗн ывӑлӗ, хамӑрӑн ҫулпуҫӑмӑрпа учителӗмӗр Сталин юлташ чӗннӗ тӑрӑх, Ленинград облаҫӗнчи партизансен ретне хам ирӗкпе тӑрса, хамӑн Тӑван ҫӗршыв умӗнче, паттӑр Ленин хулинчи ӗҫ ҫыннисем умӗнче нихҫан арканми партизанла сӑмах ларатӑп.
XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Темӗнле тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен шухӑшлатӑн, хӑвӑртрах ӳссе ҫитсе, вӑйлӑ та хӑюллӑ пулас килет, харсӑррӑн тӗрлӗрен паттӑр ӗҫсем тӑвасшӑн: сӗм тайга витӗр шӑтарса тухасшӑн, ҫӳллӗ чул тусем ҫине хӑпарасшӑн, самолетпа сенкер тӳпере вӗҫесшӗн, ҫӗр айне анасшӑн, тимӗр тӑпри тата ҫӗр кӑмрӑкӗ кӑларасшӑн, каналсем туса пушхирсене шӑварасшӑн, вармансем лартса ӳстересшӗн е заводра стахановец пулса ӗҫлесшӗн, ҫӗнӗрен тӗрлӗ чаплӑ машинӑсем тӑвасшӑн, эпӗ маттур пулнипе аттепе анне савӑнччӑр, Ольга Николаевна та хӗпӗртетӗр, хамӑрӑн чи юратнӑ тусӑмӑр тата учителӗмӗр аслӑ Сталин хӑй мана мухтатӑр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Хамӑр учителӗмӗр тата тусӑмӑр масарӗ ҫинче эпир вӑл вӗрентнисене нихҫан та манмӑпӑр тесе, пирӗнтен кашниех, ӗмӗр тӑршшӗпех пирӗн тӑван ҫӗршыв валли пур хурлӑха кӑларса тӑракан ҫӑлкуҫа ӑна пусмӑрлакан усал вӑя — самодержавие пытарма ывӑна пӗлмесӗр масар шӑтӑкӗ алтса пырӗ тесе тупа тӑвар!
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Страницăсем:
- 1