Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

учительницӑсене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку енӗпе учительницӑсене мӗн кӗтнине пӗлетӗн ӗнтӗ эсӗ, атте…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Учительницӑсене пурне те итлес пулать.

— Надо слушаться всех учительниц.

Акӑ ӗнтӗ, кун хыҫҫӑн кун иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Учительницӑсене итлес пулать, эсӗ ҫавна пӗлместӗн-им?

— Разве ты не знаешь, что учительниц надо слушаться?

Акӑ ӗнтӗ, кун хыҫҫӑн кун иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

— Эпӗ итлекен хӗрача тесе кала учительницӑсене.

— Скажи учительницам, что я послушная.

Маруся пӗрремӗш хут шкула пырать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Вӑл учительницӑсене ӑсатать-мӗн.

Она выпроваживала учительниц.

Тата тепӗр вӑрттӑн ӗҫлев // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Тӑван ҫӗршывра, хӑватлӑ демонстрацисенче, халӑх уявӗсенче ялав айӗнче тӗл пулма хӑнӑхнӑ ҫынсене пурне те: ашшӗсемпе амӑшӗсене, йӑмӑкӗсене, пӗр класра вӗренекен хӗрачасене, пионерсемпе учительницӑсене курчӗ, вӗсем халӗ ялав йӑтнисем хыҫҫӑн чӑнахах пынӑн, Маковее пулӑшма васканӑн туйӑнать.

Увидел всех, кого привык встречать под знаменами на Родине, на бурных демонстрациях, на всенародных праздниках: отцы и матери, сестры и одноклассницы, пионеры и учительницы — все они будто в самом деле шли сейчас за знаменосцами, спешили на помощь Маковею.

XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ҫамрӑк учительницӑсене татах сахал.

А молодым учительницам всё мало.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Тӗрлӗ чечеклӗ украинӑлла йӑлтӑркка кӗпесем тӑхӑннӑ, темиҫе тӗслӗ шӑрҫасем ҫакса пӗтернӗ учительницӑсене, пуп хӗрӗсене, мещен хӗрӗсене чӑнкӑр-чӑнкӑр шпорлӑ офицерсем, аякран пӑхсан, авалхи картинӑсенчен ӳкерсе илнӗ запорожецсем пек курӑнакансем, ҫавӑрса илнӗ.

Одетые в национальные украинские костюмы, яркие, расшитые цветами, с разноцветными бусами и лентами, учительницы, поповны и мещаночки были окружены целым хороводом звякающих шпорами старшин, точно срисованных со старых картин, изображавших запорожцев.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Карчӑк кӑшкӑрса янӑ та кӳршӗре пурӑнакан учительсемпе учительницӑсене ҫавӑнтах ыйхӑран вӑратнӑ.

А старуха как закричит — все учителя и учительницы в соседних домиках проснулись.

Хӑрасси ӳссех пырать // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех