Шырав
Шырав ĕçĕ:
урӑрти (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн килне пырса кӗрсен эпир темӗнле тӗлӗнмелле пӑшӑрханма тытӑнатпӑр; сире унти шукӑль илемлӗх те хаваслантармасть, кашни каҫах вара сирӗн умӑра герблӑ тӳмесемлӗ кӑвак ливрея тӑхӑнса янӑ, кӑтралантарнӑ ҫӳҫлӗ камердинер пырса, сирӗн урӑрти атта ҫемҫен туртса хывма тытӑнсан, сирӗн умӑра ҫав вӑхӑтра унӑн шуранкка та типшӗм кӗлетке вырӑнне сасартӑк улпут тин ҫеҫ суха патӗнчен чӗнсе илнӗ, нумаях та пулмасть ҫӗнӗрен ҫӗлетсе панӑ ҫемҫе сӑхманне пӗр вунӑ ҫӗртен ҫӗвӗрен яма ӗлкӗрнӗ ҫав тери патмар ҫамрӑк каччӑн тӗлӗнмелле сарлака сӑн-пичӗ тухса тӑрас пулсан, — эсир сӑмахпа каласа пама та ҫук хавасланнӑ пулӑттӑр та, вара ҫав качча аттӑрпа пӗрле хӑвӑрӑн урӑра та пӗҫӗ кӑкӗ таранах тӑпӑлтарса кӑларма кӑмӑллӑнах ирӗк панӑ пулӑттӑр…
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
— Елена Николаевна, — пӑшӑлтатрӗ вӑл алӑк умӗнче, — эсир мсье Поле таптатӑр; пӗр хӗрхенмесӗр ун ҫинче утса ҫӳретӗр, мсье Поль вара сире, сирӗн урӑрсене, сирӗн урӑрти пушмакӑрсене, пушмакӑрсен патушисене ырӑ сунать.
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ан ҫиленӗр те-ха, ырӑ кӑмӑллӑ патшаҫӑм, ыйтса пӗлнӗшӗн, пӗлесчӗ, мӗнрен тунӑ-ши сирӗн урӑрти пушмакӑрсене ?Из чего, не во гнев будь сказано вашей царской милости, сделаны черевички, что на ногах ваших?
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Страницăсем:
- 1