Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑштаракансенӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
15. Вара кантраран пушӑ тунӑ та пурне те вӑкӑрӗ-сурӑхӗ-мӗнӗпех Турӑ Ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларнӑ; укҫа улӑштаракансенӗн укҫисене сапаласа янӑ, вӗсенӗн сӗтелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ; 16. кӑвакарчӑн сутакансене ҫапла каланӑ: йӑлтах илсе кайӑр кунтан, Ман Аттемӗн Ҫуртне суту-илӳ ҫурчӗ ан тӑвӑр, тенӗ.

15. И, сделав бич из веревок, выгнал из храма всех, также и овец и волов; и деньги у меновщиков рассыпал, а столы их опрокинул. 16. И сказал продающим голубей: возьмите это отсюда и дома Отца Моего не делайте домом торговли.

Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ; укҫа улӑштаракансенӗн сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансенӗн тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ; 16. Турӑ Ҫурчӗ витӗр япала илсе ҫӳреме чарнӑ.

Иисус, войдя в храм, начал выгонять продающих и покупающих в храме; и столы меновщиков и скамьи продающих голубей опрокинул; 16. и не позволял, чтобы кто пронес через храм какую-либо вещь.

Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене пурне те хӑваласа кӑларнӑ; укҫа улӑштаракансенӗн сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансенӗн тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ, 13. каланӑ вӗсене: «Манӑн Ҫуртӑма кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ» тесе ҫырнӑ; эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ, тенӗ.

12. И вошел Иисус в храм Божий и выгнал всех продающих и покупающих в храме, и опрокинул столы меновщиков и скамьи продающих голубей, 13. и говорил им: написано, - дом Мой домом молитвы наречется; а вы сделали его вертепом разбойников.

Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех