Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗмсем (тĕпĕ: тӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗмсем хыҫӗнчен ҫухӑрашса тухсанах «индеецсем» хӳшӗсем патнелле ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Тӗмсем айӗнче пӗр пайӑрка утӑ та ан юлтӑр.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Йывӑҫсемпе тӗмсем ҫитӗнекен вырӑнсенчи хӑйӑрлӑ тата ҫурма хӑйӑрлӑ тӑпрасене кӑмӑллать.

Предпочитает песчаные и супесчаные грунты в местах произрастания деревьев и кустарников.

Инди чӗрӗпӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%98%D0%BD%D ... 0%BF%D3%97

Е шурлӑх урлӑ пружина пек авӑнакан пӗр тӗм ҫинчен теприн ҫине сике-сике пыратӑн, е мӑй таран кашласа ларакан курӑк хушшипе ҫыхлана-ҫыхлана утатӑн, е талккӑшпех ӳсекен ҫурҫӗрти ҫатракаллӑ вӗтӗркке тӗмсем ҫула пӳлсе лартаҫҫӗ, е пысӑк йывӑҫ вуллисем йӑваланса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ытларах пӗчӗк лутра тӗмсем тӗл пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Тӑрса, тӑлтти-талтти чупса, ҫирӗм-вӑтӑр утӑмри уҫланка чаштӑртатса тухать вӑл тӗмсем хушшипе.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Утравӑн кӑнтӑр енне, хӑйӑрлӑ вырӑна, ҫурма ҫарамас арҫын тӗмсем леш енчен темле хӗрарӑмпа ыталанса тухса выртнине асӑрхасан, хӑйне сасартӑк электротокпа ҫаптарнӑн, вӑрманҫӑ чутах каялла ҫаврӑнса ҫапӑнмасть:

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Амӑшӗ» кухньӑна кӗнӗ-кӗмен тӗмсем енчен такам йӑхлатса кулнине илтрӗ Ваҫук ҫавӑ ирхине, вара пӑхрӗ те унталла, Мишшана, хӑйӗнчен икӗ-виҫӗ ҫул аслӑрах ачана, курчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Виҫ-тӑват ҫухрӑм тӗмсем хушшипе чупрӗ виҫӗ салтак.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Динӑпа Алеша Ивановсем вара лавкка уҫнӑ, унта хӑйсем ӳстернӗ чечексем, туя, ытти тӗрлӗ тӗмсем сутассипе тимлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Малашлӑхӗ вара ҫул хӗрринчи тӗмсем пек вӗлтлетсе иртет.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн чикекен хытӑ курӑксем, вӗтлӗх тӗмсем тӗл пулкалаҫҫӗ.

Кое-где встречались жесткие и колючие травы и кустарники.

Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Ҫак пӗтӗм калаҫӑва мӗн тума пуҫламаллаччӗ-ха, мӗншӗн-ха ҫак ирсӗре тӗмсем хыҫне пытанса сывлӑш ҫавӑрма, вӑйӗсене пухма памаллаччӗ?

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кашни секторта пӗчӗк архитектура формисем, газонсемпе чечексем, тӗмсем.

В каждом секторе расположены малые архитектурные формы, газоны, цветы, кустарники.

Чи пысӑк район центрӗнче ача-пӑча паркӗ уҫӑлнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/obshchestvo-atal ... ln-3445573

Вӑл ачасемпе «Мӗн вӑл вӑрман, мӗн тума кирлӗ вӑл? Вӑрманта мӗнле йывӑҫсемпе тӗмсем ӳсеҫҫӗ? Кам пурӑнать вӑрманта?» калаҫу ирттернӗ.

Беседовала с детьми «Что такое лес и для чего он нужен? Какие деревья и кустарники растут в лесу? Кто живёт в лесу?»

Мӗн вӑл вӑрман, мӗн тума кирлӗ вӑл? // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -l-3444789

Эпӗ сана: «Тавлаш унпа, Виктор. Ӗнентер ӑна. Уҫҫӑнах ҫапӑҫ, ҫынсем умӗнчех, тӗрӗслӗхшӗн тӑр, тӗмсем ӑшне ан пытан!» тейӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах ҫапах та эпӗ тӗмсем хыҫне пытанмастӑп, ҫавӑн пек пулнӑ пулсан, эпӗ мӗн тӑвасси ҫинчен каласа паратӑп.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫил ҫӗкленет те, пахчасенчи тӗмсем, ҫыхланас мар ку усалпа, иртсе кайтӑр тенӗн, ҫӗр ҫумне харӑссӑн лӑпчӑнаҫҫӗ; капмар йӑмрасем аплах мӗскӗнленмеҫҫӗ, вӗсем тӗреклӗ кӗлеткисене танлӑн тытса мӑнаҫлӑн кашлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пахча енчи чӳречерен чие, хурлӑхан тата сирӗн тӗмисем курӑнаҫҫӗ, унта ҫуркунне кашни каҫ пӗр шӑпчӑк юрлать, хӗлле — ҫаралнӑ тӗмсем ҫинче ҫерҫисем чӗвӗлтетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Пӗчӗк пахчара чиесем хушшинче хӑрнӑ тӗмсем пур.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех