Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗкӗрҫ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗрешекенсенчен леререх — ухӑпа перекенсем, вӗсене чӑвашсем тӗкӗрҫ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килсӗр-ҫуртсӑр, тӑван-пӗтенсӗр ҫын пек, ҫичӗ ютра выртса юлатӑн, — алла икерчӗ тытса пурин ячӗпе каларӗ ватӑрах тӗкӗрҫ Акмӑрса.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашни мӑрсан вуншар-ҫирӗмшер тӗкӗрҫ таврӑнман.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата темиҫешер тӗкӗрҫ илетпӗр хамӑрпа пӗрле.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тимӗрҫӗ чухне тимӗрҫӗ вӑл, тӗкӗрҫ чухне тӗкӗрҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вара тӑван яла, тӑван киле килсе курчӗ, тӗкӗрҫ ятне илсе Сӑр таврашне вырӑс ҫарне кӗтсе илме кайса килчӗ, Сӗве тӑрӑхне тепре ҫаврӑнса тухрӗ, унта хӑйӗн пекех телейсӗр хӗрпе, Хабиба хӑрхӑмпа, паллашрӗ, Хусана илессишӗн пынӑ хаяр ҫапӑҫӑва хутшӑнчӗ, Тукай ывӑлне Туканаша ҫакса вӗлернине курчӗ, Хусан ханӗ пулнӑ Шигалее ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Астӑватӑп, эсир пӗлтӗр Ту енчи ҫӗр-шыв вырӑс ҫарне пулӑшма хӗрӗх пин тӗкӗрҫ тӑратма пултарать тесе мухтанаттӑрччӗ, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене ҫамрӑк тӗкӗрҫ шырама та тӑрӑшмарӗ — ӑҫтан тупан ҫак йышлӑ халӑх хушшинче хӑвна кирлӗ этеме?

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хоккеистсем Тӗкӗрҫ ращи ҫывӑхӗнчи курупкаллӑ катока хӑтлӑлатнӑ, хӑйсем вара Парк урамӗнчи общежитин путвалӗнче вырӑн тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех