Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ах, ҫуллахи шӑрӑх ҫав кунсем мӗн таран тӑнсӑррӑн ҫухалнӑ!
Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Анчах эпӗ темшӗн ун пек тумарӑм, пачах урӑхла, тӑнсӑррӑн, уйрӑмах чыслӑн икӗ профессорне те пуҫ тайрӑм, кӑштах йӑл кулса, Иконин пекех кулса пулас, сӗтелтен пӑрӑнса кайрӑм.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Вилнӗ!» — терӗм эпӗ, швейцар ҫине тӑнсӑррӑн пӑхса, унтан тухрӑм та тӗлли-паллисӗр, таҫталла уттартӑм.«Умерла!» — повторил я, тупо глядя на швейцара, тихо выбрался на улицу и пошел, не зная сам куда.
XXII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Вӑл пӗлет, килӗнче унӑн хытса-шакӑртатса кайнӑ, рахитлӑ ачисем йӗрмӗшсе нӑйкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл куҫне тавӑрса хунӑ та: «Тупа!» — таккать, улатакка пек, пӗр сӑмаха тӑнсӑррӑн.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӑй патне килсе кӗрсен, Ромашов хӗҫне те хывмарӗ, кравать ҫине пальти-мӗнӗпех йӑванса кайрӗ те, маччаналла тӑнсӑррӑн та шӑтарасла пӑхса, темӗнчченех ним сиккелеми выртрӗ.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1