Шырав
Шырав ĕçĕ:
тултараканскер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ чухне Охотниковсен аслӑ хӗрӗ 9 ҫулта пулнӑ, халӗ вӑл 18 ҫул тултараканскер, 9-мӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Анат Камӑри медицина колледжне вӗренме кӗнӗ.
Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.
Амӑшӗ пулӑшма тӑрӑшать-ха ӗнтӗ, анчах та ҫак кунсенче 76 ҫул тултараканскер, хӑй те аран-аран ҫеҫ уткалать - урисем ыратаҫҫӗ.
Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.
Тӑнлавӗ таранчченех хӗп-хӗрлӗн сӑрланнӑ ӳсӗр ҫак тилӗрчӗксем Тиррея курсанах хумханса ӳкрӗҫ; аптӑравлӑ сӑнлӑ ача тарават меценат ывӑлӗ иккенне тӗшмӗртсе Франка темӗн евитлерӗҫ — лешӗ, ҫав самантра хаваслӑн эрех тултараканскер, ҫаврӑнса пӑхрӗ, куҫ хупанкисене сивлеккӗн усрӗ, хаярланчӗ те чавсисене сӗтел ҫине хучӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 60 ҫул тултараканскер, хӑйӗн черетлӗ юбилейне сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗпе кӗтсе илет — ырми-канми сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ ҫырать, тӗрлӗ халӑхсен паллӑ поэчӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарать, вулакана ҫине-ҫинех ҫӗнӗ паха кӗнеке парнелет.
Валери Туркай сӑввисен ҫӗнӗ пуххи сӑвӑҫ 60 ҫул тултарнӑ ятпа кун ҫути курнӑ // Валери Туркай. https://chuvash.org/news/28369.html
Эпӗ, кӗҫех ҫитмӗл ҫул тултараканскер, тӑван Хачӑкра Ункӑ юханшывӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ тимӗрҫӗ лаҫҫине астӑватӑп.
Пурччӗ тимӗрҫӗ лаҫҫи... // Александр Мокин. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09
Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче 93 ҫул тултараканскер 70 ытла ҫул каялла хӑй ытти совет салтакӗ-офицерӗпе пӗрле мӗн курни-тӳснине питӗ лайӑх астӑвать, кашни самант пирки тӗплӗн каласа кӑтартма пултарать.
Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№
Страницăсем:
- 1