Шырав
Шырав ĕçĕ:
Виталий вырӑн ҫинчен ҫарта команда панӑ пек хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те чӗнтӗрлӗ рамӑллӑ тӗкӗр ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан тукмаклӑ сехет ҫине пӑхса илчӗ.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Ку вӑл авалхилле, нумайранпа тытӑнса тӑнӑ типтерлӗх: стена ҫинче Перов художник ӳкернӗ «Сунарҫӑсем» картина ҫакӑнса тӑрать, коридора кавир ҫул сарнӑ, банкӑсене фикус лартнӑ, сехечӗ тукмаклӑ, кӗске дивансене шурӑ чехолсем тӑхӑнтартнӑ.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Ҫук, ҫук, ҫук, — ӑшпиллӗн хыпӑнса, стена ҫумӗнчи тукмаклӑ сехет маякӗнчен те хастартарах сулкаласа илчӗҫ аллисене пурте харӑсах.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Анчах ватлӑх тунсӑхӗллӗ, кичем, тӗссӗр шӑплӑха путнӑ пӳртре, стена ҫумӗнчи ҫур ӗмӗр каяллах туяннӑ тукмаклӑ сехет таклаттарнисӗр пуҫне, никам та, нимӗн те сас памарӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Малти стена ҫумӗнче, урамалла пӑхакан чӳречесем хушшинче, тикӗссӗн так-так-так таклаттарса, тукмаклӑ сехет вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑхӑт тӑршшине виҫет.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Вӗсемпе юнашар авалхи икӗ тукмаклӑ, куккуклӑ сехет ҫакӑнса тӑрать.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Стена ҫумӗнче икӗ тукмаклӑ сехет пӗр евӗр тиклетет, кӑмака хыҫӗнче шӑрчӑк чӗриклетет.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Малти пӳлӗм пушанса юлчӗ те, тукмаклӑ сехет лӑплантармалла пӗр тикӗс шаккани, чӳрече хупписене ҫил чӗриклеттерни илтӗнчӗ.
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
- 1