Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тирпейлекелесе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Утӑ ҫулакансем, ӗҫ юххине пӳлсе, хӑш та хаш хашлаткаласа, пӑш та паш пашлаткаласа, лӑш-лаш тӳрленкелесе тӑчӗҫ те, тарланӑ пичӗ-куҫӗсене вӗлтти-велтти шӑлкаласа, ҫӳҫ-пуҫа тирпейлекелесе, ӗнтӗ туй шӑнкӑравӗ сассиллӗн татӑлмасӑр юхакан юрӑ илтӗннӗ еннелле хӑпӑл-хапӑл ҫаврӑнса, тим хурсах тинкерчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кӑна илтсен Патирек ҫӳҫ-пуҫне тирпейлекелесе асаппа та пулин тӑрса ларчӗ, Эрнепи вара пачах та хускалмарӗ, пӳлме ҫумне таяннӑскер, юпа пек, ҫаплипех хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Упӑшки ӗҫрен таврӑннӑ ҫӗре ҫӳҫне-пуҫне тирпейлекелесе капӑр тум тӑхӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех