Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тиркесерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тухӑҫлӑ ӗҫлетӗн эсӗ, — тетӗп эпӗ, Аннушкин хӑйне тиркесерех калаҫа пуҫласан.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Пичче хӑех вӑй ҫитерчӗ-и? — тиркесерех ыйтрӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пурте пыратчӗ пек-ха, аванах пыратчӗ пек, паян ак тимлесерех, тиркесерех пӑхрӑм та — ку апла мар проектра, леш апла мар…

Все вроде шло, и хорошо шло, а вот нынче взглянул критическим оком на дело рук своих и увидел, что и это не так, и то не эдак.

15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Йӑмӑх хӗрлӗ лакпа чечен, ҫемҫе алӑсене сӑрлаҫҫӗ, вара тума та тиркесерех, лакпа шайлаштарса тӑхӑнаҫҫӗ.

Темно-красный лак требует холеных рук и соответствующей одежды.

Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

— Ҫапла вӑл, тахҫанах тӗп пулмалли уйрӑм харпӑрлӑх мана хур турӗ, — хӑйне хӑй тиркесерех калаҫать Тумлам, ҫав уйрӑм харпӑрлӑхпа Выселкӑра чи малтан сыв пуллашнӑ ҫынсенчен пӗри.

— Вот она, частная собственность, ни дна бы ей ни покрышки, как подвела меня! — самокритично рассуждает Капля, который с этой самой частной собственностью расстался один из первых в Выселках.

Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ҫак ӗҫ ҫинчен эпӗ паянхи куна ҫитсе те манаймастӑп, вӑл мана пӑшӑрхантарать, хам ҫине тиркесерех пӑхма кирли ҫинчен аса илтерет.

До сих пор память об этом происшествии живет во мне, оно терзает меня и заставляет задумываться над самим собой.

Пӗр пӗчӗк ӗҫ // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 13–16 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех