Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йывӑрлӑхран тухас тесе Генрих Тинӗсҫӳревҫи «пылак тӑвар» тума усӑ куракан сахӑр тросникне ӳстерме хушнӑ, сахӑр Европӑра сайра тӗл пулнӑран ӑна техӗмлӗх пек усӑ курнӑ.
Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0
1419 ҫулта Генрих Тинӗсҫӳревҫи инфанчӗн икӗ капитанӗ — Жуан Гонсалвеш Зарку тата Тристан Ваш Тейшейра — вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла пула Порту-Санту утравӗ патне пырса кӗнӗ.
Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0
Генрих Тинӗсҫӳревҫи пуҫарса янипе утрава уҫни Аслӑ географи открытийӗсем вӑхӑтӗнчи чи малтан тупнӑ ҫӗрсенчен пӗри шутланать.
Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0
Кӑнтӑрти Шетланд утравӗсене 1819 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче британ тинӗсҫӳревҫи Уильям Смит (акӑл. William Smith) «Williams» бригпа Монтевидеоран Вальпараисона ишнӗ чухне уҫнӑ.
Кӑнтӑрти Шетланд утравӗсем // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D3% ... 0%B5%D0%BC
Вара чӑнах та 1773 ҫулта аслӑ тинӗсҫӳревҫи Гаукс бухтине тата тепӗр хут ҫитнӗ; хальхинче вӑл ҫынна ҫын ҫинисене хӑй куҫӗпех курнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тасман уҫса пани пӗр ӗмӗр иртсе кайиччен никама та паллӑ пулман, ҫавӑнпа та Францин Сюрвиль ятлӑ тинӗсҫӳревҫи ун ҫине 35°27' широта тӗлӗнче пырса тухиччен тӗнчере Ҫӗнӗ Зеланди ҫукпа пӗрех пек пулнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Голландин тинӗсҫӳревҫи асӑннӑ утравсене Вутлӑ Ҫӗртен хӗвелтухӑҫнерех выртакан утравсемпе пӗрлешӗнсе каяҫҫӗ тесе, тата «кӑнтӑр тинӗсӗсен пысӑк континентне» тупрӑм тесе шутланӑ, вара вӑл ҫакӑн пирки пӗрре те иккӗленсе тӑман.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Юлашкинчен, 1642 ҫулта чапа тухнӑ тинӗсҫӳревҫи Тасман Ван-Димен утравӗнчен ҫавӑрӑнса каять; ӑна вӑл ҫурутрав тесе шутланӑ, ӑна вӑл генерал-губернатор ячӗпе Батави тесе хӑварнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
- 1