Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тилӗрӳллӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чулсенчен янӑравлӑн ҫапӑна-ҫапӑна, татӑкӑн-татӑкӑн чӑнклата-чӑнклата е пуҫ ҫийӗн шӑхӑра-шӑхӑра вӗҫсе — пульӑсем вилӗм пирки аса илтереҫҫӗ, анчах вӗсен хивре ҫак хӑрушлӑхӗнче эпӗ ҫапла тилӗрӳллӗн, хаяррӑн тӗрӗсленекен ӑраскалӑм умӗнче тӗлӗнмеллерех киленӳ тата кӑштах хӑпартлану туятӑп.

Пули, разбиваясь о камни звонкими, отрывистыми ударами или свистя над головой, напоминали о смерти, но в жестокой жуткости их я ловил звуки очарования и немого восторга перед лицом судьбы, подвергнутой столь гневному испытанию.

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Ку — мӗн пурри пӗтӗмпех тата нимӗн те, ӑнӑҫу тӗлӗшпе иккӗленӳ, ҫав хушӑрах вӑл чӑна тухасса тилӗрӳллӗн шану-ӗненӳ, тӗрмере ларуҫӑн ҫара алӑпа тухса тарнӑ тата ҫичӗ зарядлӑ револьвер тупнӑ хыҫҫӑнхи пылак минрешӗвӗ, кӑмӑл-туйӑмӑн ӑнтӑлуллӑ чуппи; Горнӑн пашкаса куҫакан чунӗ пуласлӑха тытса пӑхма-хыпашлама хыпаланать, ҫав вӑхӑтрах кӗлетки, ӗшенӗве туймискер, уттине васкатать.

Это было все и ничто, сомнение в удаче и яростная уверенность в ней, чувство узника, с голыми руками покинувшего тюрьму и нашедшего семизарядный револьвер, стремительный бег желаний; запыхавшаяся душа его торопилась осязать будущее, в то время как тело, нечувствительное к усталости, ускоряло шаги.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Тилӗрӳллӗн кулса Горн чӑшӑлтатнӑ хӑмӑш еннелле тӗмсӗлчӗ те ҫӑткӑннӑн тӑнлать, тепре печӗ.

Нервно смеясь, он жадно прислушался к затрещавшему камышу и выстрелил еще раз.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вӑл калаҫмастьпе пӗрех; унӑн куҫӗсем хевтесӗррӗн хупӑнаҫҫӗ, вара вӑл вилес умӗнхилле самантлӑха пачах хускалмасть; Ботредж хӑйӗн вӑй-халне тӗрмепе, судпа, акшарпа тилӗрӳллӗн ятлаҫа-ятлаҫа, ҫавӑн пекех эрехпе тытса тӑрать.

Он почти не говорил; глаза его обессиленно закрывались, и он, словно умирая, на мгновение делался неподвижен; Ботредж поддерживал силы яростной бранью против, тюрьмы, суда и известняка, а также вином.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫутӑ конусӗсенче шурӑ капламсем тилӗрӳллӗн ташлаҫҫӗ.

Бешено заплясали белые хлопья в конусах света.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Мӗкӗрсе, аҫа-ҫиҫӗмле кӗрлесе улӑпла ҫӑмарта кактус уйӗ тӑрӑх тилӗрӳллӗн сикет.

С рёвом и громовым грохотом гигантское яйцо запрыгало по кактусовому полю.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех