Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивӗҫлипе сăмах пирĕн базăра пур.
тивӗҫлипе (тĕпĕ: тивӗҫлипе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Мӗнле мӑн кӑмӑллӑ та вӗҫкӗн вӑл, анчах тивӗҫлипе вӗҫкен, тивӗҫлипе мухтанать.

«Бегать за парнями нам не пристало», — говорит.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем предприятие никӗсленӗ ветерансен ӗҫне малалла тивӗҫлипе аталантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян - Нефть, газ, топливо промышленноҫӗн ӗҫченӗсен кунӗ. Халӑха «кӑвак ҫулӑмпа» тивӗҫтереҫҫӗ // Анатолий ИВАНОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/2 ... iv-cterecc

Пичӗсенчи хаваслӑ кулӑ, савӑк кӑмӑл ҫӗршывӑн пулас патриочӗ тивӗҫлипе ҫитӗннине ҫирӗплетет те.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентӳ тытӑмӗ ҫӗнелсех пырать // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51081-v-re ... sekh-pyrat

Кӑларӑма пушкӑрт халӑхӗн историйӗпе, культурипе тата йӑли-йӗркипе кӑсӑкланакансем тивӗҫлипе хаклӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм тӗнчери "Башкорт аты" фестивальте Махмут Салимовӑн "Пушкӑрт лаши" кӗнекине презентацилеҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/kultura/2024-08- ... le-3886268

Унсӑр пуҫне, ял хуҫалӑх предприятийӗнче йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑкра та вырма ӗҫӗсене тивӗҫлипе йӗркелесе пыма пултарнипе кӑмӑллӑ пулчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кашни кун хӗрӳ ӗҫре иртет // Светлана АРХИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %b5%d1%82/

Йывӑҫсене лартса хӑварнипе анчах мар, вӗсене тивӗҫлипе пӑхса та тӑмалла, пушартан сыхламалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫут ҫанталӑк — пысӑк пуянлӑх // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... bba%d1%85/

КСУ-1 йышши косилкӑпа тыр-пула вырса кушӑхтарма хывакан Александр Волков та шанӑҫа тивӗҫлипе тӳрре кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Вӑй-халу ан иксӗлтӗр, ҫӗр ӗҫченӗ! // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... b5%d0%bde/

Унта 135 ҫӗршыври 6000 какай комбиначӗ хушинче «Звениговский» пӗрремӗш кубок хуҫи пулса тӑнинчен тӗлӗнетӗн те, тивӗҫлипе хавхаланатӑн та.

Куҫарса пулӑш

Телейпе ырлӑх утравӗ // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... b0%d0%b2e/

Пишпӳлек районӗпе Ситекпуҫӗнчи Культура ҫурчӗн «Тӑванлӑх» халӑх фольклор ансамблӗ тивӗҫлипе паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ситекпуҫӗнчи "Тӑванлӑх" халӑх фольклор ансамблӗ IV "Уяв-2024" фестивале хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... nn-3857272

Ял хӑйӗн ятне тивӗҫлипе тытать, тӳрре кӑларать тесен те йӑнӑш пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Леонард Васильевич 11-мӗшсем вӗренӳре, пултарулӑхра, спортра шкулсен тата округ чысне тӗрлӗ шайра тивӗҫлипе хӳтӗленине палӑртнӑ, малашлӑхра та ҫитӗнӳсене ҫирӗплетсе пыма сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... %bdace-14/

Эсир вӗсене пурне те тивӗҫлипе иртессе шансах тӑратӑп, мӗншӗн тесен сире вӗрентекенсем, аҫӑр-аннӗрсем тӗплӗн хатӗрлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аттестат — аслӑ пурнӑҫа путевка // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... na-putevka

Ку предприятин ассортимент линейкинче тунӑ ҫӗнӗ продукт, ӑна пирӗн ҫынсем тивӗҫлипе хасласса тата туянасса шанатӑп, - палӑртнӑ Радий Хабиров.

Куҫарса пулӑш

Пелепейри сӗт комбиначӗ 2024 ҫулта ҫемҫе сыр туса кӑларассине хута ярӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... ar-3811891

Сирӗн ӗҫченлӗхе тивӗҫлипе хаклӗҫ.

Ваша порядочность и работоспособность будет оценена по достоинству.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Мана ҫынсем пулӑшӗҫ-ши, пулӑшмӗҫ-ши, пӗлесчӗ манӑн, эпир пилӗк ҫул хушши вӗсем пирӗн ӗҫе тивӗҫлипе хаклаччӑр, унпа кӑмӑллӑ пулччӑр тесе ӗҫлерӗмӗр. Ку яланах питӗ хумхануллӑ та яваплӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра эпир ытти кандидатсенчен, ытти политика партисенчен е, тен, хӑй тӗллӗн кандидатурине тӑратнисенчен камран та пулин заявлени парасса кӗтетпӗр», - тенӗ Радий Хабиров «Башинформ» ИА хуравласа.

Куҫарса пулӑш

Радий Хабиров регион пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑнма ПР ЦИКне документсем панӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3807419

Жюри вӗсен пултарулӑхне тивӗҫлипе хакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ-ташӑ пӗр-пӗрне ҫывӑхлатать // Юрий Михайлов. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d1%8e%d1%8 ... %82%d1%8c/

Ку эрнере сирӗн профессипе ҫыхӑннӑ шухӑшсене тивӗҫлипе хаклӗҫ.

На этой неделе ваши профессиональные идеи будут оценены по достоинству.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗрентӳ процесне тивӗҫлипе илсе пыма кунта тӗрлӗ секципе кружок ӗҫлени те пулӑшса пырать.

Куҫарса пулӑш

Юрласан чун-чӗре тасалать // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50173-yurl ... re-tasalat

Лайӑх калас Раҫҫей тулашӗнче, хӑвна тивӗҫлипе тыткала.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех