Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑххӑм-кӗххӗм ватӑ ҫын евӗр пӗрмай килте тусан пуҫтарса ларнипе унран ҫын пулать тетнем эсӗ, амӑшӗ?
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Эсӗ мӗн, вӗсен пахчине улмуҫҫи хӑй тӗллӗнех вӗҫсе пырса ларса ӳснӗ тетнем?..
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Эсӗ мӗн, Иван Марковичсем лартса тертленмен, шӑварман, пӑхса ӳстермен тетнем?
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Хӑтӑлса ирӗке тухсан, киле килсех ҫупа ҫӑкӑр ҫитерсе тухса кайӗҫ тетнем, э?
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Мӗн, лӑпӑс-лӑпӑс тӑманасем вӗҫсе килсе ҫӑмӑлланма пулӑшӗҫ тетнем.
Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
«Виҫӗ пус укҫасӑр ҫынна-и? — кулать Тимуш. — Ухмах тӗлне пултӑм, тетнем?
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ҫавӑн пек ҫул урӑх килсе тухмӗ тетнем?
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
«Пуҫна тепӗр хут мӑйкӑч ӑшне чикес тетнем?
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Хӑвӑн ҫинчен ху шухӑшламасан, ҫынсем пит шухӑшлӗҫ тетнем?
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Шӑнса пӑсӑлас тетнем?
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Шӑхлич калама килнӗ ку тетнем?
9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Мӗн, пултараймасть тетнем? — хыттӑн ыйтрӗ Ваҫукӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Мӗн, ӑна илме Чулхулана тарас тетнем? — кулчӗ Тукай чей ӗҫме пикенсе.
6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Утламӑш тетнем?
XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Ну, ну, ҫулӑхас тетнем?
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шинкӗл хӑйне хӑй улталаса ҫӳреме ухмах тетнем?
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Хӑвна хура инкекрен ҫӑлса хӑвартӑм та… ухмах тетнем мана — тав сӑмахӗ илтес тӗлӗме? — шӑртланчӗ юмӑҫ; унӑн ытти чух хӗсӗк куҫӗ вӑр-ҫаврашкан курӑнчӗ, унтан кулкалам пек туса хӑтланчӗ, сассине сасартӑк йӑвашлатрӗ.
XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Ухимене памӑпӑр тетнем?
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫинҫере шывпа сапӗҫ тетнем?
IV. Ҫӑлӑнӑҫ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
- 1