Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

террасӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ палатӑсемпе террасӑ умӗнчи сарлака ҫерем ҫинче ытти чухнехинчен те ытларах шӑп та пушӑ пулса юлчӗ.

В просторных палатах и на широкой лужайке перед террасой стало по-необычному тихо и пусто.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Такам террасӑ патнелле пынине илтсен, Костя чӗрне вӗҫҫӗн пӳрте чупса кӗнӗ те сентре ҫине хӑпарса выртнӑ.

Заслышав, что кто-то идет к террасе, Костя на цыпочках вернулся в дом, залез на полати.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сентре ҫинчен шуса ансан, вӑл террасӑ ҫине йӑпшӑнса тухнӑ та кӗлет умӗнче кӗлеткесем мӗшӗлтетнине курнӑ.

Соскользнув с полатей, он пробрался на террасу и увидел копошившиеся возле предамбарья фигуры.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Террасӑ крыльци патӗнче тӑракан ашшӗне курсан, Аниска ун патнелле ыткӑннӑ.

Увидав у крыльца террасы «отца, Аниска бросилась к нему.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫӳлти пайне кӑвак, сарӑ, симӗс тӗслӗ виҫ кӗтеслӗ кантӑксем лартнӑ террасӑ ҫинче камка ҫитти витсе пысӑк сӗтел хатӗрлесе лартнӑ, сӗтел ҫинче ылтӑн пек йӑлтӑртатакан пуличчен тасатнӑ пысӑк хырӑмлӑ сӑмавар чашкӑрса, пӑс кӑларса ларнӑ.

На террасе, застекленной сверху цветными треугольниками — синими, желтыми, зелеными, — был накрыт большой стол, застланный камчатой скатертью, пофыркивал, пуская струйку пара, пузатый, до золотого блеска начищенный самовар.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех