Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

терасса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗтел хушшинчен тарса терасса ҫине тухрӑм та, пӗрре ҫилӗллӗ, тепре ачаш, пӗрре хытӑ, тепре лӑпкӑ сасӑпа, шӑхӑрса тата трубапа шӑхӑртса Ярике чӗнетӗп.

Встаю, выхожу на террасу и начинаю звать Ярика строгим голосом и ласковым, громко и тихо, свистать и даже трубить.

Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.

Анчах терасса ҫине тухмалли алӑка хупма юрамасть, мӗншӗн тесен эпӗ кӗтсе тӑракан Ярик ҫак алӑкран ҫеҫ кӗме пултарать.

Но закрыть дверь на террасу было нельзя, потому что это был единственный выход, через который мог явиться ожидаемый Ярик.

Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.

Кунӗпех шырарӑм ӑна, ҫӗрӗпех ҫывӑрмарӑм, кашни сехетрех терасса ҫине тухса шӑхӑртӑм.

Весь день я искал его, всю ночь не спал, каждый час выходил на терраску и свистел.

Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.

Хӗрсем терасса ҫине тухрӗҫ те шӑппӑн кӑна юрӑ пуҫласа ячӗҫ.

На террасу вышли девушки, тихо запели песню.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Пӑван ултӑ сехетре килсе Джеммӑпа Мартиние терасса ҫинче тӗл пулчӗ.

Овод вернулся в шесть и застал Джемму и Мартини сидящими вместе на террасе.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Зинӑна пӗрле терасса ҫинче ҫӗр ҫырлипе мороженнӑй ҫисе ларнӑ.

Они с Зиной сидели на террасе, ели мороженое с клубникой.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех