Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теплере (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Теплере пӗрре юлан утсем тӗлӗнчен ял ҫыннисем пӗччен е иккӗн ирте-ирте кайрӗҫ, тем мӑкӑртаткаларӗҫ пулин те вӗсене пӗри те ҫӑвар уҫса сӑмах хушмарӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Теплере пӗрре — ҫӑл кутӗнче е алла кӗскӗ-тӗкӗр таврашӗ ҫаклансан — пӑхать те тиркемест хӑйне каччӑ: ҫӳҫӗ сап-сарӑ, кӑтраланса илемлӗн усӑнса тӑрать, хул пуҫҫисем сарлака, хӑй тӗреклӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Яланах мар, анчах теплере пӗрре каччӑ унта тӗлӗнмелле илемлӗ куҫсемпе тӗл пулать.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Теплере пӗрре пирӗн, элчӗсен, йӑнӑшасси те пулать, — терӗ Ибрагим бакши.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та тӑлӑх Велимене манса ан кай, ку енне килсен теплере пӗрре кӗрсе тухкала вара.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуньӑш пит шавланӑран-ши, Магмет Нухрат пуррипе ҫуккине те манса кайнӑ, ун ҫине теплере пӗрре ҫеҫ пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялтан тухсанах анлӑ хир ҫынсӑр пек туйӑнать: унта-кунта турттарса кӗреймен ҫӗмел ларать, теплере пӗрре ҫулпа кӗлте урапи шӑлтӑртаттарса иртет, урӑх ним те ҫук темелле.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унта та уйӑхра пӗрре пуху пухатпӑр та, теплере пӗрре вечер пекки ирттеретпӗр…

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл теплере пӗрре киле кӗрсе тухсан ашшӗпе ним пулман пек калаҫрӗ пулин те, мӗн хапхаран тухса кайичченех ашшӗ тулхӑрса кайса пӗтӗм ҫиллипе вӑрҫса тӑкасса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь эпир кун пек ҫынсене сайра куратпӑр ӗнтӗ, анчах юлнӑ-ха вӗсем, теплере пӗрре тӗлӗнтерсе илеҫҫех хӑйсен мыскарисемпе.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Калӑр-ха, мӗн тӑватпӑр? — ыйтрӗ вӑл теплере пӗрре.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Теплере пӗрре вӗсем чарӑнса хартлатса илеҫҫӗ — ҫеҫенхирти ҫул урлӑ кашкӑр чупса каҫать.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Теплере пӗрре кайӑк кӑвакал тытаҫҫӗ, вара какайпа иртӗхеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Теплере пӗрре картишӗнчи лутра пӳрте Нухрат кӗрсе тухать.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫапах та теплере пӗрре кӗрсе тух, мансах ан кай.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Теплере пӗрре вара хӑй такмакласа та илет:

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Теплере пӗрре манпала ӑҫта та пулин кайса килет те ытти чухне хӑяккӑн выртать.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫуртсен ҫывӑхӗнчи картасенче кун каҫа сӗтеклӗ апат ҫинӗ ӗне-сурӑх кавленине илтме пулать, теплере пӗрре тата ҫӗр хута ҫывӑрма пӗлмен кушакпа е хӑйсене сыхлакан йытӑпа тавлашса хурсем шуйханса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех