Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

слесарьсен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ӗнер механически цехри слесарьсен бригадине ВЛКСМ комитечӗн хисеплӗ вымпелне панӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ак ӗнтӗ ҫаксен пичӗ-куҫӗсенчен мухмӑр сӳрӗклӗхӗ, мӑранлӑхӗ самантрах пӑсланса, ситреленсе ҫухалчӗ, чӗлхисем сулчӑ ҫыхнӑ михӗ ҫакки пекех салтӑнса кайрӗҫ: иртнисенче тем пылаккисене аса илсе (вӗсем Ҫӗнӗ ҫула, хӑйсем чакӑлтаташле, «сысна лупашкинче» — темле ҫурт путвалӗнче, слесарьсен пӳлӗмӗнче, — кӗтсе илсе «салютланӑ» иккен), пуҫларӗҫ ихӗлтетме, чӑхлатма, лахлатма…

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Ӗҫӗ вара электриксен те мар, слесарьсен.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Слесарьсен мастерскойӗсенчен ҫаплах-ха хурлӑхлӑ сасӑпа юрлани илтӗнет:

Из слесарной доносились тоскливые голоса песни:

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Крылов ӑна е чертежсен пӳлӗмӗнче, е слесарьсен мастерскойӗнче, е тимӗрҫӗ лаҫҫинче, е карап кӳлепине тӑвакан эллингра тӗл пулнӑ.

Крылов видел его то в чертежной, то в слесарной мастерской или кузнице, то в эллинге, где строился корпус корабля.

Вунпӗрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫартан таврӑнсан Игорь Лепин каллех малтанхи заводра слесарьсен бригадирӗ пулса ӗҫлеме пуҫларӗ, ҫемье ҫавӑрчӗ, арӑмӗпе 2 хӗр ҫитӗнтереҫҫӗ.

После армии Игорь Лепин опять сталь работать на прежнем заводе бригадиром слесарей, женился, с супругой воспитывают 2 дочерей.

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех