Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисмӗш (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Мана кайран Константин Георгиевича пулӑшма кайнӑ ҫынсем хушшинче эсир те пулнӑ, тесе каларӗҫ, — темле хӑюсӑр, Ольга хыттӑн, ҫилленнӗ пекрех калаҫнине сисмӗш пулса каларӗ Звягинцев.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ хӗр чӗринче мӗнле туйӑм ҫуннине сиссен те сисмӗш пултӑм.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Старик хӑй ывӑннине кӑтартасшӑн маррине аванах сисрӗм, ҫапах сисмӗш пултӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл Ленин хӑйӗн вӑрттӑн шухӑшне ӳпле пурнӑҫӗнчи ахаль калаҫу ҫине куҫарса ытарлӑн каланине сисмӗш пулчӗ.

Притворившись, что не заметил, как Ленин низвел тайную свою мысль к бытовому шалашному разговору.

18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Апат ҫинӗ чухне те вӑл ман ҫине час-часах ҫиленсе пӑха-пӑха илнине асӑрхарӑм; анчах эпӗ вӑл пӑхнине сисмӗш пулса, хам ҫуралнӑ ҫӗршывӑн чаплӑхне кӑтартма тата император килйышне тӗлӗнтерес тесе ытти чухнехинчен ытларах ҫирӗм.

Он злобно посматривал на меня, но я делал вид, что не замечаю его взглядов, и ел более обыкновенного, во славу моей дорогой родины и на удивление двору.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех