Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗрӗр, кӗрӗр пӳртелле, Вали Валеевич, лашӑра сирӗнсӗрех пӑхӗҫ.
Усалли чирлеттерет, ырри сыватать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Пӑрӑн манран, унта мар шыратӑр, колхоз отчечӗсемпе сирӗнсӗрех пуҫ ыратать манӑн.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Ачу сире чӑрмантармӗ, маншӑн вара савӑнӑҫа пулӗ, эпир унпа сирӗнсӗрех йӗркеллӗ пурӑнӑпӑр.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Кунта ҫывӑрса ҫӳрекенсем сирӗнсӗрех ҫителӗклӗ.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Ытла та хытӑ каларӗ Алиса, «хваттерӳ те ҫук сан, ютра пурӑнатӑн, сирӗнсӗрех йышлӑ ҫемьене тӑвӑрлатса», терӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Сирӗнсӗрех йышлӑ ҫемьене тӑвӑрлатса.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Сӑмсӑра ан чикӗр – ыйту сирӗнсӗрех татӑлӗ.Не вмешивайтесь, ведь все проблемы постепенно разрешатся сами собой.
17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Сирӗнсӗрех йышӑнусем тунӑшӑн кӑмӑлсӑрланатӑр.Бурная реакция на ситуации, когда решения принимались без вашего участия.
14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
— Ҫук, эпир сирӗнсӗрех ӗҫлеме пултаратпӑр пулӗ, — татса хунӑ Кочетков.
Ашшӗпе хӗрӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Сирӗнсӗрех тӑвӑр кунта!
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— Эсир тӑрса ан юлӑр вара, килмесен сирӗнсӗрех каятпӑр, — терӗ ӑна анне.— Вы смотрите, не останьтесь, — говорит мама, — а то уедем без вас.
Тендере шыв тултарни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Вилнисем сирӗнсӗрех ирӗклӗ, — усаллӑн кӑшкӑрчӗ ӑна хирӗҫ тахӑшӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл пӗчӗк ача мар ӗнтӗ, эхер каяс кӑмӑлӗ пулсан, сирӗнсӗрех, пӗчченех кайма пултарать.Он не ребенок теперь, и ежели хочет, то может один, без вас, ехать.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир сирӗнсӗрех пӗтеретпӗр ку ӗҫе, — ӳкӗтлет курсант, ун хыҫҫӑн аран ӗлкӗрсе.Мы без вас здесь управимся, поспевая за ним, уговаривал курсант.
«Ҫитрӗ май — хаваслӑ, чаплӑ…» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
— Сирӗнсӗрех, сирӗнсӗрех тупӑнӗҫ…
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Сирӗнсӗрех пурӑнма пултаратпӑр, — мӑкӑртатать Ҫеруш.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Эпир сирӗнсӗрех ӗнтӗ пӗр-пӗринпе паллашрӑмӑр, — шӳт турӗ Павел Васильевич, Лида амӑшне сывлӑх сунса.— А мы уже и без вас познакомились, — шутил, здороваясь с мамой Лиды, Павел Васильевич.
39 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Чӗтретӗп, хам ӑна кайӑр кунтан, Сталин юлташ, кунта сирӗнсӗрех вӑй ҫитерӗпӗр, мӗн тумаллине тӑвӑпӑр, эпӗ командӑсем парас тесе хӑтланмастӑп вӗт-ха, эсир те пирӗн салтаксен ӗҫне ан ҫыхланӑр… теес килет.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Сирӗнсӗрех пӗлетӗп, эпӗ кунта килнӗ вӗт, — терӗ те капитан ӑна хирӗҫ, ҫухавине ҫӗклерӗ.— Без вас знаю, я же сюда пришёл, — буркнул капитан и поднял воротник.
VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Анчах халӗ ӗнтӗ сирӗнсӗрех, комиссар юлташ.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
- 1
- 2