Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирӗннинчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Анчах та унӑн алли сирӗннинчен чылай пысӑккнине, Урине сирӗнтен пуринчен те маттуррине эпӗ аякранах асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Чи маттурри — Урине // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 262–263 с.

— Сирӗн кӑмака пирӗннинчен пӗчӗкрех, ҫавӑнпа та пирӗн вучах сирӗннинчен хӗрӳллӗрех.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Пирӗн велосипедсем сирӗннинчен хитререх, — терӗ пӗррехинче Лена.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Манӑн хамӑн командир пур, пӗлессӳ килсен, сирӗннинчен начар мар.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ман сирӗннинчен те илемлӗрех! — мухтанать виҫҫӗ.

— А у меня красивей, чем у вас обеих! — сказала третья.

Виҫӗ чаплӑ майрапа ыйткалакан карчӑк ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Пирӗн учительница — охо — сирӗннинчен чаплӑрах.

У нас учительница — ого! — получше вашей.

Маруся вӗренме тытӑнать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Ҫакӑн пек аса илни, тен, сирӗннинчен начартарах та пулӗ…

Такое воспоминание, пожалуй, не легче ваших…

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Пирӗн господасем простойрах, чухӑнрах, анчах — сирӗннинчен ҫирӗпрех!

— У нас господа попроще, победнее, а — построже ваших!

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ҫӗрсем сирӗннинчен япӑх мар, анчах ҫаврӑнкалама хӗсӗк.

Земли не хуже ваших, да развороту меньше.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Паян кӑнтӑрла эпӗ Любава Большакова патне кӗрсе куртӑм; пӗччен хӗрарӑм пилӗк ачапа пурӑнать, йывӑр ӑна, анчах сывлама сирӗннинчен ҫӑмӑлтарах, пӳртӗнче сывлӑш ытларах, тейӗн.

Нынче днем заглянул я к Любаве Большаковой, вдова, живет с пятерыми детьми, трудно ей, а дышится легче, чем у вас, словно воздуху в избе больше.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Пирӗн сирӗннинчен пӗр саспалли ытларах.

— У нас на одну букву больше, чем у вас.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Сирӗн аллӑр йывӑррине пӗлетӗп, анчах мана Макс Фоныч господинӑн алли сирӗннинчен те йывӑртарах пек туйӑнать, сӑмах май каласан, эпир унпа нумай пулмасть туслашрӑмӑр.

Знаю, рука у вас тяжелая, да только, сдается мне, у господина Макса Фоныча не легче, а мы с ним, к слову сказать, намедни подружились.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл мана пӗтересшӗнччӗ, ҫавӑнпа ман тивӗҫӗм те сирӗннинчен пысӑкрах.

Я его жертва, и в этом мое преимущество перед вами.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех