Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ах, мӗнле кураймастӑп эпӗ сире, вута пӑрахса ҫунтарӑттӑм!.. — сӗлехине сирпӗтрӗ Ҫӗпритун.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сӑра куркине стена ҫумне ҫатлаттарчӗ, сӑмавара ҫӗре сирпӗтрӗ.
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл тӳрех Костьӑна тӳпелекен ушкӑн патне пычӗ те пӗрине урапа тапса сирпӗтрӗ, теприне ҫухавинчен тытса айккинелле ывӑтрӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ӑна доказать тумалла-ха! — ним тума аптраса сурчӑкне сирпӗтрӗ Сятров.
24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Чернил кӗленчи, шапа пек, сӗтел ҫинче сиксе илчӗ те хутсем ҫине кӑвак шӗвек сирпӗтрӗ.
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Утиялне тапса сирпӗтрӗ, халатне туртрӗ, татӑлнӑ тӳмесем кӳреннӗ сас кӑларса урайне тӑкӑнчӗҫ.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӑранипе лаша чӗвен тӑчӗ те утланнӑ ҫынна ҫӗре сирпӗтрӗ, лешӗ юр ҫине ӳксе йынӑшса ячӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӑрах аллипе карт! туртса илчӗ Энтри Тимуша, тепринпе, кире пуканӗ пек чӑмӑрӗпе, янахран тӑрӑслаттарчӗ ӑна, ҫул айккине сирпӗтрӗ.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Унпа Энтри хушшине Тамара вирхӗнсе кӗчӗ те, икӗ аллипе харӑс чышса, шофера машина ҫинелле сирпӗтрӗ.
XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Хӗрсе кайнӑ Надя самантлӑха чӗнмесӗр тӑнӑ хушӑра та калаҫнӑ чухнехи пекех аллисене сулкаларӗ, куҫӗсенчен вут-хӗм сирпӗтрӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кунсӑр пуҫне взводӑн пӗр отделенийӗ, Лещенко сержант ертсе пынипе, хирте ҫурӑлмасӑр юлнӑ снарядсене взрывчаткӑпа сирпӗтрӗ.
Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.
Государь ӑна та чышса сирпӗтрӗ, вара пӗр пӗчченех ҫапӑҫу пыракан еннелле утне чуптарчӗ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Офицер ӑна атӑллӑ урипе тапса сирпӗтрӗ те тыткӑнри вырӑс патне пычӗ.
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл пур мана хырӑмран урипе чышса сирпӗтрӗ.
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ялккасӗпе шыв ӑсса илчӗ, ҫӗрте выртаканнине сирпӗтрӗ.
Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Архимантрит хӗресе ҫӗклесе, ӑмӑртса Чуп тутарчӗ патшана пиллесе, ыр сунса, Хӗлӗхлӗ шӑпӑрпа шыв сирпӗтрӗ ӑна, Унтан пӗрӗхтерчӗ пӗтӗм халӑха.
V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Виҫҫӗмӗшне чышса сирпӗтрӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ак ку, — Кирша кӑмака еннелле ҫаврӑнса эрехе тата темиҫе тумлам сирпӗтрӗ, — вучаха кайтӑр.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ак ку, черкке тӳпи, — кача пӳрнипе эрехе темиҫе тумлам ҫӳлелле сирпӗтрӗ старик, — тӳпенелле кайтӑр.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Александр атте салтаксене кашнине ҫветтуй шывпа сирпӗтрӗ, кашнине турӑшсем, камӑн ҫуккисене хӗрессем пачӗ.
Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem